25 апреля 2012 г.
Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев 1848 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче Кăнна Кушки ялĕнче (халĕ Тутарстан Республикине кĕрет) çуралнă.
Çак куна ЧР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Чăваш чĕлхин кунĕ тесе паллă тăваççĕ.
Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи. Çакна ачасем туллин ăнланса илччĕр тесе, ăна юратчăр, хисеплеччĕр тесе кашни вĕрентекен тăрăшать. Чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси ытларах шкултан пуçланать-çке-ха. Çавăнпа та уроксемсĕр пуçне шкулсенче чылай мероприяти иртет.
Юлашки вăхăтра паллă çынсене халалланă интернет-олимпиадăсем вăй илме пуçларĕç. Акă С. Михайлов ячĕпе хатĕрленĕ олимпиада та республика шайĕнчех иртрĕ. Пĕтĕм Раççейри «Чĕвĕлти чĕкеç» олимпиадăна хутшăнакан ачасем пирĕн районта çулсеренех нумайланса пынине те палăртмасăр иртме çук.
Юлашки çулсенче вăй илнĕ «Наци культурин фестивальне» те кăмăллакан чылай. Ăна Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксене политикин министерстви пуçарса янă. Вăл шăпах иртнĕ эрнере пулса иртрĕ. Унта шкул ачисем виçĕ номинаципе хăйсен ĕçĕсене хатĕрлесе хутшăнма пултарчĕç. «Чăваш тĕнчи» номинаци валли тĕпчев ĕçĕсем çырчĕç, презентацисем хатĕрлесе хÿтĕлерĕç. Тĕпĕр ен – ÿкерчĕксемпе çыхăннă. Ял ачисем ÿнер конкурсне те хаваспах хутшăнчĕç. Çатракассинчи вăтам шкулта вĕренекен Надежда Димитриева виççĕмĕш вырăн йышăнма та пултарчĕ. «Çăлтăрчăк» номинацие вара вырăс шкулĕсенче чăвашла вĕренекенсем валли хатĕрленĕ. Унта пирĕн Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулти ачасем хутшăнчĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пултарулăхне, вĕсен ăсталăхне те тĕрлĕ конкурссем урлă курма пултаратпăр. Юнкăри вăтам шкулти Надежда Вячеславовна Шандимирова хăйĕн вĕренекенĕсене хавхалантарса тăтăшах район, республика шайĕсенчи наукăпа практика конференцийĕсене явăçтарать. Муркашри вăтам шкулти Елена Калистратовна Михайлова та çулсеренех шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регион шайĕнчи çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрлет. Калайкассинчи Александр Марсович Степанов кăçал республикăри чăваш чĕлхи учителĕсен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурс çĕнтерÿçи пулма тивĕçрĕ.
Ÿсĕмсем пур. Вĕсем вара кашни кун вăй хурса ĕçлемесĕр пулса пымаççĕ. Апла пулсан вĕрентекенсем куллен хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа ачасене тăван чĕлхе ăшшинчен писме памĕç тесе шутлатпăр.
И. Ершова,
район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿçи.