25 апреля 2012 г.
Краснодар енчи Тамань станицинче çуралса ÿснĕ Николай Александрович Гусак инçетри Муркаш районĕшĕн питĕ кирлĕ те сумлă çын пулса тăрасса кам шутлама пултарнă-ши? Никам та пулĕ. Шăпа вара çак хастар çынна Чăваш Ене илсе çитернĕ. Николай Александровичăн кунта пурнăçланă строительство ĕçĕсене республика шайĕнче хакласа ăна «Нечерноземагропромстройăн» хисеплĕ строителĕ» ят панă. Ăна халалласах Юнкăпуçĕнче кăçалхипе иккĕмĕш хут волейбол вăййисен ăмăртăвĕ иртрĕ.
– Чăн-чăн строитель, хастар ертÿçĕ, шанчăклă юлташ, çемье пуçĕ, – Н. Гусака çапла хакласа пуçларĕ хăйĕн сăмахне «Моргаушская» МСО ертÿçи В. Семенов.
Районти волейбол федерацийĕн ертÿçи В. Вязов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем В. Никитинпа Л. Тарасова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Ванеркин ăмăртăва пухăннă спортсменсене саламланă май Н. Гусак пирки аса илчĕç. Николай Александрович ертÿçĕ пулнă çулсенче районти строительство организацийĕ республикăра лайăххисен шутĕнчен тухман. 1980-мĕш çулсенче вара районта строительство ĕçĕсем питĕ пысăк калăпăшпа пулнă: шкулсем, ача сачĕсем, спортзалсем çĕкленсе хута кайнă. Юнкăпуçĕнче те уçă вырăнта спортзал çĕкленнĕ.
Паян строительство организацийĕшĕн кăна мар, Юнкă тăрăхĕсемшĕн кунти спортзал питĕ пĕлтерĕшлĕ. Юнкăпуçĕнчи спортзалта кăçалхи вĕренÿ çулĕнче бокс секцийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Кĕске хушăрах çамрăк спортсменсем – Юнкă ял тăрăхĕнчи пултаруллă яшсем – лайăх кăтартусем тума пултарчĕç. Çак ÿсĕм, паллах, С. Черкашин тренерăн ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе çыхăннă. Тата – «Моргаушская» МСО хастар ертÿçипе В. Семеновпа. Вĕсем пуçаруллă пулнипе ĕнтĕ паян ку тăрăхри боксерсем тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма кăна мар, çĕнтерме те пултараççĕ. Хĕллехи вăхăтра та, çуллахи вăхăтра та строительство организацийĕн спортзалĕ пушă мар: хоккеистсем те, волейболла вылякансем те кунта тăтăшах тренировкăсем ирттереççĕ. Владислав Николаевич спорта юратакансене яланах пулăшма тăрăшать.
Н. Гусак ячĕпе волейбол вăййине ирттересси малтан 1980-мĕш çулсенче, тĕрĕсрех каласан 1983-мĕш çулта, «Строитель» кубокĕшĕн волейбол вăййисен ăмăртăвне пуçарса янипе çыхăннă. Николай Александрович хăй те спорта питĕ юратнăран çак ăмăрту çулсеренех иртнĕ. Унта «Сельхозтехника», «Ильинка» командăсем вăйлă вылянине палăртрĕç ăмăрту хăнисем. Каярах вара строительсем те çĕнтерÿçĕ ятне пĕрре мар тивĕçнĕ. Шел пулин те, çулсем иртнĕçемĕн тĕрлĕ сăлтава пула Н. Гусак пуçарса янă ăмăртăва ирттересси чарăнса ларнă...
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70–90-мĕш çулĕсенче Н. Гусак ертсе пынă строительство организацине 2007 çултанпа çамрăк та хастар, пултаруллă та мал туртăмлă, çĕнĕлле шухăшлакан Владислав Семенов ертсе пырать.
Вăл тăрăшнипе ĕнтĕ организаци малтанхи ырă йăласене те манмасть, малтан мала шанчăклăн утать. Хăйĕн вăйĕпе нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартать. Акă юлашки çулсенче МСО тăвакан капмар çуртсем Муркашра пĕрин хыççăн тепри хăпарчĕç. Хваттерсенче те çийĕнчех çĕнĕ пÿрт ĕçкисем иртеççĕ: районти тĕрлĕ ялтан Муркаша пурăнма куçса килекенсем нумайланса пыраççĕ.
Пĕлтĕр организаци Муркашри Парковая урамри 4-мĕш çурта хута ячĕ – икĕ пин çурă ытла тăваткал метр. Гагарин урамĕнче те кĕçех строительство ĕçĕсем вĕçленмелле. Ку çурта çĕнĕ технологисемпе усă курса хăпартаççĕ. Газосиликат блоксемпе усă курнă, пластик чÿречесем, хваттерсене кашнине уйрăммăн хутса ăшăтассине те пăхса хунă. Çирĕм тăватă хваттерлĕ илемлĕ те хăтлă çурта нумайăшĕ килĕштернĕ: хваттер хуçисем кĕттермен. Çитменнине тепĕр çурт хăçан купалама пуçлатăр тесе ыйтакансем те чылаййăн.
Апрелĕн 17-мĕшĕнче организаци Парковая урамри 6-мĕш çурта тума ирĕк илчĕ. Ку çурта çитес çулла туса пĕтерме палăртнă. Питĕ хăвăрт та тăрăшса ĕçлеççĕ «Моргаушская» МСО ĕçченĕсем. Районти çынсен ыйтăвне туллин тивĕçтерес тесе ĕçе тĕплĕ пурнăçлаççĕ.
Владислав Николаевичăн пуçарулăхне, ĕçлеме пултараслăхне ырлакансем ăмăртура чылаййăн пулчĕç. Унăн хастарлăхне кура ĕнтĕ ăна районти обществăлла палатăна суйланă, районти предпринимательсен пĕрлешĕвне ертсе пыма та шаннă...
Юнкăпуçĕнчи хăтлă спортзала волейбол ăмăртăвне сăнас текенсем пĕрин хыççăн тепри килсех тăчĕç: кам – залра, кам – балкон çинче вырнаçрĕ. Çамрăксем чылайччĕ: командăсем çамрăк, куракансем – ватти те, вĕтти те пур.
«Моргаушская» МСО» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн ертÿçи Владислав Николаевич ăмăрту пуçланиччен приз фончĕ пысăк пулнине пĕлтерчĕ. Лайăх вылякансене те уйрăммăн палăртма шантарчĕç. Ăмăртăва ирттерме пулăшакан спонсорсем татах пулни вылякансен кăмăлне хăпартрĕ.
Шăпа янă хыççăн командăсем икĕ ушкăна уйрăлса МСО спортзалĕнче тата Орининти вăтам шкулти спортзалта вылярĕç. Финал уйрăмах хĕрÿ иртрĕ. «Райбыт» команда (капитанĕ А. Давыдов) пĕлтĕрхи пекех чи вăйли пулчĕ. Хыççăн – «Передовик» (Д. Гаврилов) тата Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн команди (М. Блинов). МСО команди кăçал финала лекеймерĕ пулин те шанчăк пуррине кăтартса пачĕ. «Чи лайăх хÿтĕлекенĕн» кубокне шăпах çак командăри Евгений Васильев тивĕçрĕ. «Чи лайăх тапăнакан» – Дмитрий Мостов («Передовик). «Чи лайăх çыхăнтаруçă»– Сергей Васильев («Райбыт»).
Н. Николаева.