25 апреля 2012 г.
Ачасем сахал çуралнă вăхăтра çулталăкченхи ачасем вилнĕ кашни тĕслĕхĕ унăн пĕтĕмĕшле кăтартăвне палăрмаллах ÿстерет. Пирĕн республикăра, медицина енĕпе çак кăтарту Раççейĕпе те чи пĕчĕкки пулсан, ытти факторсене пула ача вилнĕ тĕслĕхсем нумайланма пуçларĕç. Çĕр-шыври тепĕр 50 регионта та лару-тăру, шел пулин те, çавăн пекех. Чăваш Республикин сывлăх тата социаллă аталану министрĕ А. Самойлова ятарлă канашлура кăçалхи икĕ уйăхра кăна республикăра çулталăкченхи тăватă ача вилнине каларĕ, пĕлтĕр вара – пурĕ улттă. Мĕнле сăлтавсене пула кăкăр ачисем пурнăçран уйрăлаççĕ-ха?
Пĕрремĕшĕ – медицина пулăшăвне кая юлса ыйтни. Кăкăр ачин сăмса юхать-и, температура та кăшт ытларах хăпарать-и – пур амăшĕ те ытлашшиех пăшăрханмасть. Хăйсене шанса ачана килтех сиплеççĕ. Ача хăйне йывăр туйма пуçласан тин врач пуррине аса илеççĕ. Анчах та ытла та кая юлнă.
Кăкăр ачин иммунитечĕ те аталанса çитеймест. Апла пулин те стационарта сипленме килĕшменнисем те, больницăна пачах каясшăн маррисем те пур. Çапла вара хăш-пĕр амăшĕсем хăйсен ачисене врачсене йĕркеллĕ сиплеме те памаççĕ.
Иккĕмĕшĕ – ачапа пĕрле çывăрни. Ĕлĕкех кăкăр ачи валли сăпка çакнă. Çакă ăнсăртран мар. Ачан çывăрма уйрăм вырăн пулмалла. Анчах та амăшĕсем ачапа пĕрле çывăрни лайăхрах тесе шутлаççĕ: тепĕр чух вырăн çинчен тăма та кирлĕ мар – ачана выртса çитерме те пулать. Хĕлле вара ачипе пĕрле çывăрса амăшсем ачи шăнасран сыхланаççĕ. Çывăрнă вăхăтра вара ачана хупласа хума пултарасси пирки нихăшĕ те шутламасть. Мĕншĕн тесен çав вăхăтра кашниех хăйне сисĕмлĕ тесе шутлать. Анчах та пурнăç çак шухăша пачах хирĕçле тĕслĕхсемпе сирет. Кăкăр ачине пăхнă вăхăтра хĕрарăм питĕ хытă ывăнать, çакăн çумне ача çуратнă хыççăнхи йывăрлăх та, организмри гормонсен шайĕнчи ылмашусем те, пĕрмай тимлĕ пулмалли ыйхăсăр каçсем те хушăнаççĕ. Амăш пуласси – питĕ йывăр ĕç. Çапла вара ачана кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтрах амăшне çывăрса кайма кĕске самант та çителĕклĕ. Ача вара çак вăхăтра кăкăр сĕчĕпе чыхланса кайма та пултарать, е амăшĕ ăна хăйĕн кĕлеткипе хупласа хума та пултарать. Ку вара – нимпе танлашайми йывăр инкек.
Çак çулти икĕ уйăхра вилнĕ çулталăкченхи ачасем нимĕнпе те уйрăлса тăман çемьесенче ÿснĕ. Вĕсене йĕркеллĕ мар теме пулмасть. Апла пулин те ашшĕсене асăрхаттарса хăварас килет: ача ÿстересси – пĕрле туса пымалли кулленхи ĕç. Çавăнпа та арçынсен яваплăха хăйсем çине те илмелле, мăшăрĕсене канма памалла: хĕрарăм çывăрса та пулин тăрантăр.
Кăкăр ачисем вилни çине тĕрлĕ фактор витĕм кÿрет. Тĕслĕхрен, ача шыв витри патне упаленсе пырать. Амăшĕ вара ăна асăрхаман. Ача пуçне çав витрене чикет те чыхланса каять. Кам айăплă-ха кунта; Çакăн пек тĕслĕхсем ачана ваннăра шыва кĕртнĕ чухне те пулма пултараççĕ. Çавăнпа та питĕ тимлĕ, асăрхануллă пулмалла.
Вырăн çинче выртакан ачана та никамсăр хăвармалла мар. Краватьпе стена хушшине лексе те ача сывлайми пулма пултарать. Ачапа юнашар целлофан пакетсем те, пеленкăсем те – нимĕнле ытлашши япала та ан пултăр. Вăл çак япаласемпе хăйне витсе хума пултарать. Çуркунне ача выртакан коляскăна çуртсемпе юнашар лартса хăвармалла мар: юр е пăр ÿкме пултарать.
Пытарма кирлĕ мар, йĕркесĕр çемьесем те пур: амăшĕсем хăйсен киленĕвне эрехре тупнă. Иртнĕ çул республикăри пĕр районта çавăн пек çемьере ача эрехпе наркăмăшланса вилнĕ тĕслĕх пулнăччĕ: кăкăр сĕчĕпе ачана эрех чылай лекнĕрен.
Пурнăçра тĕмĕн чухлĕ йывăр инкек пулма пултарать. Çавăнпа та пирĕн, ашшĕ-амăшĕсен, яланах тимлĕ пулмалла. Хамăр ачасене сывлăхлă та йĕркеллĕ пăхса ÿстерессишĕн эпир ответлă.
И. Волкова,
ача-пăча неврологĕ, педиатр.