Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавçăсенчен асăрханăр

25 апреля 2012 г.

Çанталăк ăшăтса пынă май çут çанталăк та вăранать. Унпа пĕрлех ултавçăсем те вăранаççĕ: типнĕ çулсемпе ялсене тухса кирлĕ-кирлĕ мар тавар сутса çÿреççĕ. Вĕсем хăйсене социаллă ĕçченсем тесе эмел сутма та, тĕрлĕ укçа компенсацийĕ пирки суйса çынсенчен укçа илсе тухса кайма та пултараççĕ. Çавăнпа та ватă çынсен уйрăмах тимлĕ пулмалла. Çакăн пек ултавçăсене асăрхасан вĕсем хăйсем мĕнле çынсем пулнине, вĕсен машина мĕнлереххине астуса юлма тăрăшăр.

Халĕ кĕсье телефонĕпе усă курман çын çук та пулĕ. Телефон пурри, паллах, лайăх. Анчах та ултавçăсем те услам тăваççĕ. Сирĕн пата палламан çын шăнкăравласа пĕр-пĕр ырă мар хыпар пĕлтерчĕ пулсан тÿрех çухалса каймалла мар. Вĕсем сирĕн тăван инкеке лекнине пĕлтереççĕ. Ăна вĕсем пулăшма пултарассине те калаççĕ. Пулăшнăшăн вара «çавăн чухлĕ» укçа кирлĕ пулать, паллах. Анчах та чи малтанах эсир хăвăрăн тăвану патне шăнкăравласа пăхăр, пĕринпе, тепринпе калаçăр.

Асăннă тĕслĕхсем сирĕнпе е кÿршĕсемпе пулчĕç пулсан тÿрех районти полици пайне 02 номерпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Шалти ĕçсен министерствин районти полици пайĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика