25 апреля 2012 г.
Пирĕн Муркаш районĕ – спортпа туслă район. Çулленех районта тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕсем сахал мар иртеççĕ.
Çак юхăмран районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕ те айккинче тăма пултараймасть. Çулленех районта çуллахи спорт сезонне хупнă ятпа чупассипе район хаçачĕн кубокĕсене çĕнсе илессишĕн ăмăрту ирттересси йăлана кĕнĕ.
Кăçал вара хаçат редакцийĕ унчченхи çулсенче ирттернĕ тепĕр ăмăртăва – шашкăлла выляссипе район хаçачĕн кубокĕсене çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăртăва çул пачĕ. Ăмăрту район администрацийĕн методкабинетĕнче апрелĕн 21-мĕшĕнче иртрĕ. Пĕтĕмпе унта 13-ĕн хутшăнма кăмăл турĕ. Ăмăртăва уçнă май район хаçачĕн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов вăй виçме пухăннисене пурне те тав сăмахĕ каларĕ, ăс-тăн вăййинче ăнăçусем сунчĕ.
Çакна каласа хăвармалла. Асăннă вăйăна редакци хăй вăхăтĕнче çырусен пайĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ, шашкăлла ăста вылянă тата спортăн çак тĕсне районта сарассишĕн сахал мар тăрăшнă Михаил Авдеева асăнса йĕркелет. Тĕрĕссипе вара шашка вăййи районта анлă сарăлнă. Пысăк опытлă спортсменсемпе пĕрлех шашкăлла вылясси çамрăксем хушшинче те анлă сарăлнă, вĕсен те ÿсĕмсем çук мар. Ку енĕпе ЧР спорт маçтăрĕн кандидачĕсем районта 9-ăн.
Уйрăмах арçынсем хушшинче ăмăрту çивĕч иртрĕ. Пĕрремĕш вырăна тата райхаçат кубокне вара Мăн Сĕнтĕрти Владимир Афанасьев тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене районти тĕп больница врачĕ Леонид Андреев тата Оринин ял тăрăхĕнчи Вăрманкассинчи Александр Прокопьев йышăнчĕç.
Хĕрарăмсем хушшинче яланхи пекех Муркашри Анфиса Анисимова ăста вылярĕ, пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ. Вăл та кубок хуçи пулса тăчĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче – Оринин ял тăрăхĕнчи Вăрманкассинчи Наталия Димитриева тата Муркашри Раиса Николаева.
Призлă вырăн йышăннисем дипломсене, медальсене тивĕçрĕç.
В. ШАПОШНИКОВ.