21 апреля 2012 г.
Апрелĕн 18-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Раççей Федерацийĕн Промышленноçпа суту-илÿ министерствин Атăлпа Вятка районĕнчи управленийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн консультанчĕ М. Астраханцева, район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Н. Костина тата эпĕ Чуманкасси ял тăрăхĕнче пултăмăр.
Кĕçех çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланĕç, çавна май Марина Вячеславовна пухăннисене республикăри ку тĕлĕшри лару-тăрупа паллаштарчĕ. Районта усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тимлĕ ĕçлеççĕ, çак кăтарту республика шайĕнче те лайăххисен шутĕнче. Акă, тĕслĕхрен, Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăх ĕçченĕсем Турай ял тăрăхĕнчи чылайранпа никам та усă курман уй-хире пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, тĕш тырă тухăçне ÿстернĕ. Анчах та паян, ума çурхи ĕçсем çитсен, пысăк пахалăхлă уй-хир малашлăхĕ асăннă хуçалăхшăн иккĕленÿллĕ.
– Эпир унта пуçласа чуна парса ĕçленĕ, халĕ вара лару-тăру пире хирĕçле. Çакă ĕçлес текенсене ура хуни пулмасть-и;, – терĕ хуçалăх ертÿçи Павел Геннадьевич пăшăрханăва пытармасăр.
Сăмах май палăртса хăварар, малаллах аталанма тăрăшакан хуçалăх фермăри выльăх шутне ытти тăрăхран кÿрсе килсе палăрмаллах ÿстернĕ, машинăпа трактор паркне пуянлатнă, çур акине те хатĕр.
Районта çур акине хатĕрленес ĕç епле пынипе тата экономика аталанăвĕпе Н. Костина паллаштарчĕ, кашни отрасль ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнчĕ вăл. Çавăн пекех тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйтăва та аякра хăвармарĕ.
Йăла каяшĕсене турттарса тухассине ял тăрăхĕ хăй çине илнĕ. Кашни ялтах тирпей-илем кĕртессипе тимлĕн тата пĕрлехи йышпа ĕçлемеллине палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Э. Новикова.
Кун йĕркинчи тепĕр ыйту вăл – сывлăха сыхлассине модернизацилессин программи. Чылай ĕç-хĕл сывлăха сыхлас ĕç вăйланса пынине çирĕплетет. Акă, тĕслĕхрен, пилĕк çĕр грамм йывăрăшпа çуралнă ачана та паянхи медицина пăхса ÿстерме пултарать, тĕрлĕ чире пула ачасем, ача амăшĕсем вилесси палăрмаллах чакнă – ку медицинăри çитĕнÿ. Анчах та ума тепĕр йывăрлăх тухать. Ашшĕ-амăш тимсĕрлĕхне пула пĕчĕк ачасем, уйрăмах пĕр çулчченхисем вилесси ÿсет. Хăш чухне амăшĕ хупланипе пулать е ытти кăлтăк тупăнать. Çакă йывăртарах çемьесенче тĕл пулать. Шел пулин те ку кăтарту пирĕн районта иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен ытларах та. Апла пулсан чи малтан ашшĕ-амăш тимлĕхне ÿстермелле. Тепĕр саманта палăртса хăвармалла. Халĕ ача-пăчана ют çĕр-шывра тахçанах усă курнă памперспа ÿстерме тăрăшатпăр, нимĕн те калаймăн, питĕ меллĕ. Анчах та ку меллĕхĕн тÿнтер енĕ те пур. Статистика палăртнă тăрăх çакăнпа усă курнă ют çĕр-шыври арçын ачасем паянхи кун чылайăшĕ ашшĕ ятне илтеймеççĕ, пирĕн пата вара ку çĕнĕлĕх тин кăна çитнĕ-ха. Хĕр ачасен те çак енĕпе йывăрлăхсем пур.
Ĕç ушкăнĕ паллă çынсемпе пуян Исетерккĕ ялне те аякра хăвармарĕ. Темиçе çул каялла кунта çул тума пуçланă. Паллах çакă çынсене савăнтарнă, анчах та самантлăх кăна. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерейменнипе пĕр тăван Алексеевсен урамĕ кĕçех утрав çинче тăрса юлас хăрушлăх пур. Кĕрхи-çурхи шыв хăй ĕçнех тăвать – кунта ял çыннисем кĕреçесемпе тухса ĕçлени çителĕксĕр. Ял çыннисем ответлă ĕçченсен илемлĕ сăмахĕсене, шантарăвĕсене илтме хăнăхнă ĕнтĕ. Çав хушăрах ытти çĕрте епле объектсем ÿссе лараççĕ, çул-йĕрсем пуçласа сараççĕ – вĕсем валли укçа-тенкĕ тупăнать. Исетерккĕре пуçланă çула вĕçлейменнине вара мĕнле ăнланма пулать-ши, вĕçсĕр-хĕрсĕр шантарусем кирлех-ши тата;
Кунти çынсен вĕçсĕр чун ыратăвне малалла тăсам. Республика шайĕнче "Таса шыв" программа ăнăçлă ĕçлет. Шыв пахалăхĕпе çын сывлăхĕ тачă çыхăннине пĕлетпĕр-ха. Исетерккĕсем вара шыв пăрăхĕпе килекен таса шывпа хăçан усă курнине тахçанах маннă ĕнтĕ. Кашни хушма хуçалăх тенĕ пекех уйрăм çăлпа усă курать. Паллă ĕнтĕ вăл выльăх сарайĕнчен инçе мар вырнаçнă (хĕл кунĕнче аякка каяймастăн вĕт), мĕн пур тасамарлăх унта юхса кĕрет. Санитари норми вара урăхла çирĕплетет. Пахалăхлă шыва та тахçанах ĕçтерме шантарнă ĕнтĕ кунта пурăнакансене. Чăнах та кун пек "чаплă" та паллă яла килсе курсан республика представителĕ тĕлĕннине пытармарĕ – çынсем вара кунта куллен пурăнаççĕ. Шел те "Юлашки тапхăрта ялпа хула условийĕ танлашрĕ" текен каларăш Исетерккĕсем валли мар. Ку ялăн "илемлĕ" ÿкерчĕкĕсем вара татах та пур. Çамрăксем ялта тĕпленсе пурăнмаççĕ тетпĕр, паллах, вĕсене хула тата ытти тăрăх ытларах илĕртет. Апла пулин те тăван тăрăх кашниншĕн хаклă та илĕртÿлли пулмалла, Исетерккĕ-и вăл е ... Хальлĕхе вара ку ялсен "шурă" ăмсанупа кăна пурăнма тивет-ха.
Р. Илларионова.