Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр пурнăç хамăртанах килет

21 апреля 2012 г.

Пĕрремĕш ушкăн чи малтанах Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Отчетпа суйлав пухăвĕ умĕн иртнĕ тĕл пулура пĕрлехи информаци кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе калаçрĕç. Хуçалăх ертÿçи В. Семенов информаци ушкăнне кĕрекенсене хуçалăхра çур акине хатĕрленес ĕç епле пынипе паллаштарчĕ. Çакна палăртмалла. Юлашки çулсенче ку хуçалăхра та Суворов ячĕллĕ хуçалăх опытне – çĕр ĕçĕнче суха пуçсăр ĕçлессине – пурнăçа кĕртес енĕпе тимлеççĕ.

Федераллă Управленин Чăваш Республикинчи Миграци службин ертÿçи, Шалти ĕçсен службин полковникĕ Л.Д. Дружинин çулталăк çитмен ачасем вилнин тĕслĕхĕ çинче чарăннă май çакăн сăлтавĕсене асăнчĕ. «Пурнăçра ытларах йăлтах хамăртан килет», – терĕ. Çапла каламăлăх сăлтавĕ те пур. Çакă залра ларакансен сăмахĕсенчен те яр уççăн курăнчĕ. Ял çыннисене Муркашри хăш-пĕр аптекăсенче спирт пур шĕвексене сутни, çынсем вĕсене ĕçсе наркăмăшланни çав тери пăшăрхантарать. Ку ыйту çине хуравланă май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова ку ыйтăва çак кунсенче ятарлă комиссисенче сÿтсе явни, халăха хумхантаракан çак ыйтăва татса парас тĕллевпе район администрацийĕнчен республика шайне çырупа тухма йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Мĕншĕн тесен хальлĕхе, Леонид Данилович калашле, çав шĕвексене сутма чаракан саккун çук. Кунта район админситрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ларура палăртнă пек, çав учрежденисен хуçисенчен нумай килет. Вĕсем çынлăх туйăмне çухатманнинчен, укçа хыççăн «чупса» çынсене сиен кÿме чарăннинчен – çав шĕвеке сутма чарăннинчен. Мĕн тесен те, çын пурнăçĕ темĕнле пысăк укçаран та хаклă пулнине манмалла мар.

Муркаш ял тăрăхĕнче пурăнакансем çавăн пекех Çурлатринче çул тăвас ыйтăва, çĕнĕ урамсене электрификацилесси, çамрăксене валли вырăнта ĕç тупма йывăрри çинчен сăмах хускатрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Никитин малтанхи икĕ ыйту мĕншĕн чарăнса ларнине сăлтавларĕ. Çурлатринче çул тăвас ыйту малтан татса памалли ыйтусенчен пĕри пулнине палăртрĕ.

Чăннипех те, пурнăçра ытларах хамăртан килнине çак тĕслĕхсем те çирĕплетсе параççĕ. Муркаш ял тăрăхĕ 2008, 2010, 2011 çулсенчи ялсене тирпей-илем кĕртессипе республикăри конкурссенче 1 вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Ĕçлемесĕр пулмасть ку. РФ Шалти ĕçсен министерствин пирĕн районти пайĕн ертÿçи Е. Плечов тĕл пулура палăртнă трăрăх, Муркаш ял тăрăхĕнче кăçалхи 3 уйăхра преступлени йышĕ чакрĕ, иртнĕ çул çак вăхăтра вĕсем 37 пулнă пулсан, халĕ – 19.

Халĕ районта пурăнакансене майлă йышăннă тепĕр хыпар. Федераллă Управленин Чăваш Республикинчи Миграци службин районсем хушшинчи Муркашра вырнаçнă территори подразделенийĕнче кĕçех тепĕр специалист пулать. Çакăн пирки калаçса татăлчĕç асăннă подразделени ертÿçи Л. Плечова тата çак службăн пирĕн республикăри ертÿçи Л. Дужинин. Апла пулсан кĕçех халăхри пек каласан, паспорт сĕтелĕнче кунта килекенсен черечĕ хăвăрт шума пуçлĕ: кунта хальхи пек 2 çын мар, виççĕн ĕçлĕç.

Информаци ушкăнĕ çак кун РФ Шалти ĕçсен министерствин пирĕн районти пайĕнче те пулчĕ. Муркашсем ку сферăра та республикăра ырă ятлисем хушшинче пулнине çак тĕслĕхсем те çирĕплетсе параççĕ. Чи малтанах, преступленисене уçса парасси çултан çул лайăхланса, ÿссе пырать. Профилактика ыйтăвĕсемпе йĕркелĕх хуралçисем район администрацйипе тачă çыхăнса пĕр тĕллевлĕн ĕçлеççĕ. Май уйăхĕнче ак каллех профилактика кунĕсем иртме пуçлĕç ял тăрăхĕсенче. Вĕсенче вара малтан тĕрмере ларнисене халăх умĕнче итлесси ырă йăлана кĕнĕ. Ку вара ытти районсемшĕн тĕлĕнмелле хыпар иккен. Ку çеç те мар, Евгений Иванович палăртнă тăрăх, Муркаш районĕ республикăра чи пĕрремĕш «2012–2015 çулсенчи хăрушлăхсăр муниципалитет йĕркелĕвĕ» тĕллевлĕ программăна хатĕрлесе пĕтерчĕ, ăна пурнăçа кĕртме миçе тенкĕ укçа тухса каяссине те палăртма ĕлкĕрчĕ.

Апла пулсан, мĕн тесен те, пирĕн пурнăç мĕнле пуласси ытларах хамăртанах килет иккен.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика