Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахчаçăн уйăх календарĕ

21 апреля 2012 г.

Ака уйăхĕн 22–23-мĕшĕсем. Ÿсен-тăрансене шăварма тата минераллă удобренисемпе апатлантарма меллĕ вăхăт. Ир пулакан пăрăçпа физалис акма ирĕк пур. Калча тума мăн хăяр, патиссон, хăяр акма юрать. Теплицăсене симĕсле çимелли ырă шăршăллă культурăсене акмалла. Сивĕпе, шăшисемпе мулкачсем кăшланипе аманнă йывăçсене сиплессипе ĕçсем туса ирттермелле. Йывăçсене сыпма пуçăнма юрать.

Ака уйăхĕн 23–26-мĕшĕсем. Паян пÿлĕмри ÿсен-тăрансемпе калчасене шăвармалла мар. Çĕре кăпкалатма, çумран иртме юрать. Çанталăк условийĕсене кура нумай çул ÿсекен чечексене пайлама, лартма тата куçарса лартма, апатлантарма юрать. Георгинсене ÿстерсе аталантарма ятарлă шăнăçсене лартмалла. Улма-çырла йывăççисене, илем кÿрекен культурăсене сыпассипе ĕçлемелле.

Ака уйăхĕн 26–28-мĕшĕсем. Йывăçсемпе тĕмсен тураттисене иртессипе ĕçлемелле мар. Ÿсен-тăрансене шăварма тата минераллă удобренисемпе апатлантарма меллĕ вăхăт. Ир пулакан пăрăçпа физалиса акма ирĕк пур. Калчалăх хăяр акма та юрать. Улма-çырла йывăççисене, илем кÿрекен культурăсене сыпассипе малалла ĕçлемелле.

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕпе çу уйăхĕн 1-мĕшĕсем. Шăрăха тÿсĕмлĕ тата илем кÿрекен чечексене акма-лартма меллĕ вăхăт. Çак кунсенче акнă газон курăкĕ тикĕс шăтать, сыпнă йывăçсем çăмăллăн чĕрĕлеççĕ. Çĕр сухалама, анасене пусса кăпкалатма, культиваци ĕçĕсем ирттерме юрăхлă кунсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика