Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чире асăрхаттараканни – прививка кăна

21 апреля 2012 г.

Паянхи калаçу – полиомиелит чирĕ пирки. Çавăнпа та редакци тĕпелне Г. Соколова эпидемиолог врача чĕнтĕмĕр.

– Галина Георгиевна, çак чир пирки ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн. Вăл мĕнле ерет;

– Полиомиелит – инфекци чирĕ. Ăна пуçараканĕ – вирус. Вăл вара чирлекенсенчен ытларахăшне иртсе кайман паралич «парнелесе» хăварать. Полиомиелит çынран çынна кăна куçать. Çапла вара чире ертекенĕ чирлĕ çын е вируслă çын (вирусоноситель). Вирус каяшпа тухса е сăмсапа пырти лаймака урлă ерме пултарать.

– Ку чирпе ытларах камсем чирлеме пултараççĕ?

– Чирлесси пур ÿсĕмре те пулма пулать. Ытларах вара ачасем виçĕ çул тултаричченхи тапхăрта чирлеççĕ.

– Чир паллисем мĕнле?

– Чир çивĕччĕн пуçланать: температура хăпарать, сывлав çулĕсем шыçаççĕ, пуç ыратать, хăсас килет, çиес килмест, мышцăсем, шăнăрсем ыратаççĕ. Виçĕ–пилĕк кунран температура чакать, анчах та ачан парез тата паралич пулма пултарать. Тепĕр майлă каласан алă-урана хускатасси йĕркеллех пулмасть. Паралич сасартăк пулать, чирлекенсенчен ытларахăшĕн – темиçе сехет хушшиех, хыççăн çак пулăм чакать, кайран пĕтет. Анчах та малаллахи эрнесенче паралич иртмест пулсан вăл сыхланса юлать. Çапла вара çын инвалид пулса юлать.

– Ача чирлерĕ пулсан вара мĕн тумалла?

– Пĕр тăхтаса тăмасăрах врача чĕнмелле, вăл ачана больницăна леçме сĕнсен – леçмелле. Чирлесен пĕрремĕш куннех ачана врач пăхни тĕрĕс диагноз лартма та, паралич пулассинчен асăрхаттарма та пулăшать. Кунсăр пуçне чирлĕ ача ыттисене чир ертесрен хăтăлма пулать.

– Çак чире çаклатас мар тесен мĕнле сĕнÿсене асра тытмалла?

– Чире асăрхаттармалли пĕртен-пĕр мел вăл – прививка. Унăн эффективлăхĕ вакцинаци йĕркине пăхăннипе çыхăннă. Пĕр курс 6 прививка тунипе кăна вĕçленет: ача 3 уйăх тултарсан, 4,5 уйăхра, 6 уйăхра, 18 уйăхра, 20 уйăхра тата 14 çулта. Малтанхи икĕ прививкăна мышцăран укол туса ирттереççĕ, 6 уйăхра ятарлă шĕвеке ачан çăварне тумлатаççĕ. Ун хыççăн пĕр сехет хушши шыв ĕçме те, çиме те юрамасть. Прививка тума юраман сăлтавсене врач кăна тупса палăртма пултарать.

– Прививка хыççăн ача хăйне япăх туйма пултарать-и?

– Кун пекки питĕ сайра кăна пулма пултарать. Полиомиелитпа чирлени вара вакцина сиен кÿме пултарассинчен пин-пин хут пысăкрах.

Н. Николаева калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика