21 апреля 2012 г.
Çитес эрнере, апрелĕн 23–27-мĕшĕсенче, тата каярах, майăн 21–25-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕнче полиомиелита хирĕç ачасене вакцинаци ирттерме палăртнă.
Муркаш районĕнче те 1 çул тултарнă, 2 çула çитмен ачасене ятарлă чире хирĕç прививка тума палăртнă. Врач участокĕсенче вакцинацие явăçтармалли ачасен спиокĕсем хатĕр. Пурĕ – 384 ача.
Вакцинацие – хушма иммунизацие – виçĕ çул тултариччен полиомиелита хирĕç пĕрре те прививка туман ачасене те явăçтараççĕ.
Н. Николаева.