21 апреля 2012 г.
Кĕçнерни кун район админстрацийĕн ырă йăласен залĕнче питĕ савăнăçлă та пĕлтерĕшлĕ уяв пулчĕ. Районти 14 çемье республикăра çирĕплетнĕ амăш капиталне тивĕçни çинчен сертификат илчĕ. Паянхи куна вара республикăри амăш капиталне тивĕçекенсем Муркаш районĕнче пурĕ 25-ĕн.
Районта çулсеренех нумай ачаллă çемьесем хушăнса пыраççĕ. Ырă пулăм çине çĕр-шыв шайĕнчи амăш капиталне, республика шайĕнче 100 пин тенкĕлĕх амăш капиталне çирĕплетни, виççĕмĕш ача çуралсан тÿлевсĕр çĕр лаптăкне тивĕçме пултарни те витĕм кÿрет. Çак пулăшупа çемьесем мĕнле усă курасси вара кашнинчен хăйĕнчен килет. Нумай ачаллă амăшĕсене саламласа тав тунă май патшалăх пулăшăвĕпе тĕрлĕ енлĕн усă курма май пуррине район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та палăртса хăварчĕ. Акă Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан амăшĕсем – «Мечта» ача садĕнче ĕçлекен Ольга Иванова, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта вăй хуракан Светлана Тяпкинапа Елена Жагерова – патшалăх пулăшвĕпе усă курса пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма шухăшлаççĕ. Виççĕшĕн те виçĕ ача: кĕтнисем, юратнисем, çемьене татах та тĕреклĕрех тытса тăма хистекеннисем. «Ачасем юратура çуралаççĕ. Апла пулсан вĕсем сире савăнтарччăр», – терĕ Ростислав Николаевич. Чăнах та ача çурални – телей. Çемьере темиçе ача пулни вара – тата пысăкрах телей...
Савăнăçлă уява килнĕ кашни амăшне республикăри амăш капиталне тивĕçни çинчен сертификат пачĕç. «Амăшсене, апла пулсан çемьесене те, патшалăх çакăн пек пысăк пулăшу пама пултарасси пирĕн аннесене тĕлĕкре те тĕлленмен. Паян вара патшалăх пулăшăвĕ курăмлă. «Пулăшу панине кура çак ачасем телейлĕ те йĕркеллĕ ÿсчĕр. Çапла пулсан эпир те вăхăт çитсен тивĕçлĕ канăва шанчăклăн тухма пултаратпăр», – терĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин генеральнăй директорĕ Н. Ванеркин.
Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н. Петрова амăшсене социаллă пулăшупа усă курмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Чи малтанах – ача çуратнăшăн паракан пособи. Ăна пĕр хутчен е амăшĕн ĕç вырăнĕнчен, е ашшĕн ĕç вырăнĕнчен параççĕ. Кунсăр пуçне ачасемшĕн уйăхсерен тÿлесе тăракан пособи те пур. Ачана кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра илсе тăмалли пособие те палăртаççĕ. Ăна врач патĕнчен илнĕ справкăпа килĕшÿллĕн ача пĕр çул тултариччен илсе тăма пулать. Тата тепĕр пулăшу – 2 çултан пуçласа 3 çул тултарман ача садика çÿремест пулсан унăн апатланăвне лайăхлатма паракан компенсаци. Ачана çулталăк çурăччен пăхнă вăхăтра та амăшне пособи тÿлесе тăраççĕ.
«Сирĕн пепкесем сывлăхлă ÿсчĕр, сире савăнăçпа телей кăна парнелеччĕр. Çапла пултăр тесен вара хăвăрăн та вĕсене тивĕçлĕ воспитани памалла». Нина Пантелеевнăн çак сăмахĕсем кашнин асĕнчех юлчĕç пулĕ: ача йĕркеллĕ ÿссе çын пулсан кăна унпа мăнаçланма пулать.
Н. Николаева.