Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыçра – виçĕ уйăх

18 апреля 2012 г.

2012 çулхи январь–март уйăхĕсен кăтартăвĕсем район аталану çулĕпе малаллах пынине çирĕплетеççĕ. Апла пулин те тимлĕх уйăрмалли ыйтусем, уйрăм самантсем те пурри курăнать.

Демографи

Çулталăк пуçланнăранпа районта 100 ача çуралнă. Ку вăл иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 8 ача сахалрах. Вилекенсем вара 2 çын ытларах пулнă, пĕтĕмпе 150-ăн пурнăçран уйрăлса кайнă.

Продукци туса кăларасси

Январь–март уйăхĕсенче районĕпе 600913 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă тата услугăсем панă. Ку вăл иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 35,5 процент нумайрах. Вăл шутран ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕ 101257,3 пин тенкĕлĕх (101 процент) пулнă.

Промышленноç

Промышленноç предприятийĕсем продукци туса кăларассин калăпăшне 45,6 процент ÿстерме пултарнă, пĕтĕмпе 499655,7 пин тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă. Апла пулин те ку вăл ытларах Муркашри кирпĕч завочĕ (6964 пин тенкĕлĕх – 192,2 процент), «Сеспель» предприяти (394642 пин тенкĕлĕх – 162,6 процент), «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ (14827,8 пин тенкĕлĕх – 159,2 процент), «Моргаушская» строительство организацийĕ (7 млн. тенкĕлĕх – 162,8 процент), «Моргаушимежрайгаз» филиалĕ (11330 пин тенкĕлĕх – 105,2 процент) пĕлтĕрхипе танлаштарсан ÿсĕмлĕрех ĕçленипе çыхăннă. Муркашри сĕт завочĕ вара кăтартусене унчченхинчен 26,6 процент, «Моргаушавтотехсервис» предприяти – 28,1 процент, «Жилкомсервис» общество – 73,2 процент чакарнă.

Тÿлевлĕ пулăшу

Пĕтĕмпе 14899,9 пин тенкĕлĕх (103,7 процент) тÿлевлĕ пулăшу панă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕн кăтартăвĕ 4895,1 пин тенкĕпе (101,3 процент), «Моргаушимежрайгаз» филиалĕн – 1496 пин тенкĕпе (111,6 процент), «Моргаушрайбыт» обществăн – 194,4 пин тенкĕпе (62,9 процент) танлашнă.

Ваккăн тавар сутасси

Икĕ райпо предприятийĕсем те унчченхинчен ÿсĕмлĕрех ĕçлеççĕ. Пĕтĕмпе 171828,5 пин тенкĕлĕх (104,5 процент) тавар сутнă пулсан, Мăн Сĕнтĕрсен кăтартăвĕ – 53461 пин тенкĕлĕх (104,5 процент), Муркашсен – 104572,5 пин тенкĕлĕх (107,2 процент).

Обществăлла апатлану

Отчетлă тапхăрта Мăн Сĕнтĕр райповĕн обществăлла апатлану предприятийĕсем 10794 пин тенкĕлĕх, Муркаш райповĕн обществăлла апатлану предприятийĕсем 9220 пин тенкĕлĕх продукци реализациленĕ. Асăннă кăтартусем пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 116,7 тата 123 процентпа танлашаççĕ. Районĕпе вара апатлану предприятийĕсем 20221 пин тенкĕлĕх (118,9 процент) продукци реализацилеме пултарнă.

Выльăх ĕрчетесси

Чĕрĕ виçепе шутласан районĕпе 1186,5 тонна (87,7 процент) аш-какай туса илнĕ. Аш-какай туса илесси ял хуçалăх предприятийĕсенче 32,8 процент, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 50 процент чакнă, 271,8 тата 34,4 тоннăпа танлашнă. Ял çыннисен хушма хуçалăхĕсенче вара аш-какай 880,3 тонна (100,1 процент) туса илнĕ.

Сĕт сăвасси

Сĕт сăвасси пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 6,1 процент ÿснĕ, пĕтĕмпе ăна 8997,6 тонна сунă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче сĕт 2118 тонна (103,2 процент), ял çыннисен килти хуçалăхĕсенче 6760 тонна (107,1 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 119,6 тонна (108,2 процент) суса илнĕ. Районĕпе кашни ĕне пуçне вăтамран сĕт сăвасси 948 килогрампа (107,1 процент) танлашнă.

Çăмарта илесси

Çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмпе 17875,6 пин штук (108 процент) çăмарта илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче çăмарта 17052 пин штук (108 процент), ял çыннисен килти хуçалăхĕсенче 821,1 пин штук (116 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 2,5 пин штук (5,8 процент) илнĕ.

Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне туса илнĕ

Пур йышши категориллĕ хуçалăхсенче усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне вăтам шутпа 18,8 центнер (87,7 процент) аш-какай, вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 8,5 центнер (63 процент), 142,8 центнер (106,1 процент) сĕт, вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 66,4 центнер (96,8 процент) туса илнĕ.

Выльăхсен йышĕ

Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 17108 пуçпа (102 процент) танлашнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вĕсем 4954 пуç (92,5 процент), ял çыннисен килти хуçалăхĕсенче 11905 пуç (107,1 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 249 пуç (83 процент) пулнă.

Сыснасен шучĕ 13,6 процент чакнă, 10223 пуç юлнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче 7652 пуç (84,8 процент), ял çыннисен килти хуçалăхĕсенче 2081 пуç (146,8 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 490 пуç сысна шутланать.

Районĕпе пĕтĕмпе 111 пуç (84,1 процент) лаша шутланать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вĕсем 70 пуç (84,3 процент), çынсен килти хуçалăхĕсенче 40 пуç (85,1 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 1 пуç (50 процент).

Строительство

Кăçалхи январь–март уйăхĕсенче строительствăра пĕтĕмпе 26344 пин тенкĕлĕх (147,6 процент) инвестицисемпе усă курнă. Ку вăл пĕтĕмпех харпăр хăйĕн çурт-йĕрне тăвассипе. Хута янă çурт-йĕр лаптăкĕ 1480 тăваткал метрпа (125,1 процент) танлашать.

Н. КОСТИНА,

район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика