Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăра хамăр пĕтерес марччĕ

18 апреля 2012 г.

Район администрацийĕ çумĕнчи йĕркене пăснине асăрхаттаракан профилактика комиссийĕн тата наркотика хирĕç кĕрешекен комисси ларăвĕсем иртнĕ эрнере питĕ хĕрÿ иртрĕç. Обществăлла вырăнсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессинчен пуçласа спиртлă шĕвек ĕçсе чылай вăй питти çын вăхăтсăр çĕре кĕни таранах пулчĕ калаçу.

«Хăрушлăхсăр муниципаллă тытăм»

Районта 2012–2015 çулсем валли «Хăрушлăхсăр муниципаллă тытăм» программа йышăннă. Ăна пĕр иккĕленмесĕрех йышăнма сăлтавĕ те чылай. Шалти ĕçсен министерствин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Е. Плечов урамсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсен хисепĕ ÿссе пынине каларĕ. Йĕркене вара полицейскийсем çине шаннипе кăна тума май çук: реформа вăхăтĕнче вĕсен йышĕ самаях пĕчĕкленчĕ, апла пулсан нарядсен шучĕ те чакать. Кашни çын хăйне урамра, обществăлла ытти вырăнта хăрушсăрлăхра туймасть пулсан вара;..

Çавăнпах тăватă çуллăха палăртса хунă программăпа килĕшÿллĕн обществăлла вырăнсенче видеокамерăсем тата чĕнÿ кнопкисем вырнаçтарас ĕç пуçланнă та ĕнтĕ. Кăçал вĕсене сакăр объектра хута яма палăртнă. Ку ĕçе пурнăçлассипе предприяти-организацисем те, уйрăм предпринимательсем те пулăшу кÿме тивĕç. Хăш-пĕр видеокамерăсем сăнлакан ÿкерчĕксем тÿрех шалти ĕçсен пайĕнчи компьютер экранĕ çине тухĕç. Йĕрке хуралçисем видеорегистраторсем çынсене чаракан фактор пуласса шанаççĕ.

Программăна район бюджетĕнчен финанслассине те каласа хăвармалла: пурĕ 3 миллион та 250 пин тенкĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх ку çулталăк валли хальлĕхе укçа-тенкĕ палăртнă чухлĕ (750 пин тенкĕ) уйăрма май пулман-ха, анчах та çитес вăхăтрах ыйтăва татса парассине шантарчĕ. Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ районшăн çивĕч те пĕлтерĕшлĕ пулнăран Ростислав Николаевич программăпа палăртса хунине пĕтĕмпех пурнăçласа пымаллине çирĕплетсе каларĕ.


Пĕри мул пухсан, тепри ĕçке путсан...

Йĕркене пăсни çине эрех-сăра, спиртлă шĕвек ĕçсе иртĕхни пысăк витĕм кÿрет. Кунсеренех шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй чаçне çемьесенче хирĕçÿсем тухни пирки хыпарлаççĕ. Вĕсен сăлтавĕ – эрех. Ялсенче спиртлă шĕвек кам сутнине пĕлеççĕ, пĕлтермеççĕ кăна. Çапла вара хамăра хамăр пĕтеретпĕр: пĕрисем – мул пухса, теприсем – ĕçке путса, виççĕмĕшĕсем – çакăн çине куç хупса. Должноçри çынсем те пулин пулă пек чĕмсĕр пулма пăрахсан вĕсем хыççăн ыттисем те хăюлланатчĕç пулĕ те... Паянхи кун вара хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем «никам та спиртлă шĕвек сутмасть, лару-тăру йĕркеллĕ» тесе çырса пĕлтереççĕ. Çав вăхăтрах пĕрремĕш кварталта спиртлă шĕвек сутнăшăн 10 çынна административлă майпа айăпланă, икĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Çемьере тăтăшах хирĕçÿ кăларакан 43 çын учетра тăрать, алкоголизмпа тата наркоманипе чирлĕ 22 çын (ку официаллă учетри кăна-ха), çул çитмен 40 ытла ача учетра... Çапла вара пĕтĕмпех воспитани çине пырса тухать темелле. Апла пулсан çыннăн кăмăл-сипечĕ, культури, вĕренÿ шайĕ – пĕтĕмпех пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпах йĕрке тенине пурин те пĕрле тума тăрăшмалла.

«Лару-тăру вара питĕ хăрушă», – çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В. Данилов. Хăй каланине цифрăсемпе кăна мар, районти аптекăсенчен туяннă çынсене питĕ пысăк сиен кăрекен спиртлă шĕвек кĕленчисемпе «паллаштарса» та çирĕплетрĕ. Аптекăсенче тĕрлĕ курăк настойкисене илекен çын сахал мар. Кĕленче çине çыпăçтарнă инструкци çинчи куç курмалла мар сас паллисемпе çырнă сăмахсене вара никам та вуламасть. «Ĕçекенсен йышĕ хăвăрт ÿссе пырать, çын вилесси те. Районта нарколог патĕнче 555 çын учетра тăрать, вĕсенчен 142-шĕ – хĕрарăмсем. Кăçал пĕрремĕш кварталта кăна алкогольпе наркăмăшланнă 19 çын больницăна лекнĕ, вĕсенчен 7-шĕ – хĕрарăмсем. Тем чуль тăрăшсан та икĕ çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май килмен, – хăрушă цифрăсем пĕлтерчĕ Владислав Григорьевич. – Çакăн пек «чирлĕ» çынна реанимаци уйрăмĕнче пĕр кун сиплеме 1500 тенкĕ тухса каять, терапи уйрăмĕнче – унăн çурри. Чирлĕ çын пĕр кун кăна спленмест. Анчах та чи япăххи – çав çынсемех тепĕр хут наркăмăшланса больнцăна лекни».

Тÿлевсĕр сипленине эрех ĕçекенсем ăнланса илеймеççĕ курăнать. Районтан сипленме наркодиспансерсене те яраççĕ, анчах та «кутăнскерсем» унта каясшăн мар. Çынсен культура шайĕ питĕ пĕчĕк. Çакна кура-ши, хăшĕсем килтен тухмасăр та пуçĕсене тĕрлĕ шĕвекпе минретсе выртма пултараççĕ: почтăн та коммерциллĕ ĕç-хĕл тума право пуртан почтальонсен пысăк сумкисенче, сăмахран, хĕрлĕ пăрăç настойки те пулма пултарать. Ăна вара тĕллевлĕ никам та усă курмасть (çÿç çирĕплетме). Çапла ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех ачасем вĕсем «камне пĕлмесĕрех» ÿсеççĕ. Кайран мĕншĕн çапла пулса тухать-ха, тетпĕр...

«Ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарасси патне çитсен «тепĕр шанчăк парăр-ха» тесе ÿсĕклесе макăраççĕ. Хăйсем вара комисси ларăвĕсене чĕниччен ачисем пирки аса та илмеççĕ. Çул çитменнисене (!) обществăлла вырăнта эрех-сăра ĕçнĕшĕн е обществăлла вырăнта ÿсĕр пулнăшăн çырнă протоколсене тишкерсе саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттаратпăр», – пĕлтерчĕ район администарцийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси председетелĕ Л. Тарасова.


Ырă пуçарусем

Çамрăксем канмалли кунсенче клубсене ташлас тесе кăна мар, мĕнле те пулин уяв «паллă тума» каяççĕ. Хыççăн вара клуб йĕри-тавра пуш кĕленче выртса юлать. Юр ирĕлнĕçемĕн ку татах та лайăхрах палăрать. Çавăнпа та ял тăрăхĕсенчи информаципе культура центрĕсенче те видеосăнав оборудованине çуллахи тапхăрччен вырнаçтарма хушрĕç.

Спиртлă шĕвек сутма чарма район шайĕнчи йышăну тума çук паллах. Анчах та çынсен совĕç тени пулмалла. Çавăнпах районти лавккасен сентрисем çине контрафактлă эрех-сăра продукцийĕ ан лектĕр тесе тĕплĕ тĕрĕслевсем ирттернине калать Муркаш райпо канашĕн ертÿçи Б. Андреев. Юлашки çулсенче шурă эрех сутассин калăпăшĕ те пĕчĕкленсе пырать мĕн. Хĕрлĕ эрех ытларах сутăннине пĕлтерчĕ Борис Васильевич.

Хăш-пĕр суту-илÿ точкисенче вара лару-тăру йĕркеллĕ мар. Çакна шута илсе аптекăсенче, «Био Мед» пĕрлешÿре тата почта урлă спиртлă шĕвек сутма чарассипе пулăшу ыйтса ларăва хутшăннисем пĕр саслă пулса патшалăх комиссине çырупа тухасса пĕлтерчĕç.

Иртнĕ çулсенче ăнăçлă ĕçленĕ районти профилактика кунĕсем, шел те, манăçа тухнă. Кун пирки те сăмах пулчĕ ларура. Профилактика кунĕсен витĕмĕ те, пĕлтерĕшĕ те курăмлăччĕ. Çавăнпа та май уйăхĕнчен пуçласа çак ĕçе чĕртсе тăратасси пирки сăмах пулчĕ. Ял тăрăхĕсене тухса çÿреме малтанласа хатĕрленĕ план та хатĕр: хальлĕхе уйăхра икĕ хутчен.


Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика