18 апреля 2012 г.
Районти тĕп больницăн тĕп врачĕн кубокне çĕнсе илессишĕн 2009 çулта пĕрремĕш ăмăрту пулнăччĕ. Аллăран иртнĕ арçынсем волейбол выляса ăмăртассине ытахальтен пуçарса яман.
Тĕрлĕ сăлтавсене пула нумайăшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать, вĕсенчен 85 проценчĕ – тивĕçлĕ канăва тухман арçынсем. Чи пĕлтерĕшлĕ сăлтав – пурнăç йĕркине тĕрĕс мар тытса пынинче. Кунта эрех-сăра ĕçсе иртĕхни (спиртлă шĕвеке тиркеменни те), пирус туртни, тĕрĕс мар апатланни кĕрет. Нумайăшĕн пурнăç йĕркине хусканусăр тесе палăртма та пулать. Хамăрăн сывлăха хамăрăн упрамалла.
Çакна ăнланса ĕнтĕ пирĕн пуçарăва районта ырларĕç. Командăра Муркаш енре пурăнакан е ĕçлекен арçынсем кăна пулмалли – ăмăртăвăн тĕп условийĕ. Районта сывă пурнăç йĕркине сарма, массăллă спорта аталантарма чи малтанах çакă кирлĕ те. Çакна шута илсе ĕнтĕ ăмăрту ирттерме çулсеренех пулăшакансем те йышлансах пыраççĕ. Кăçал акă ăмăрту ирттерме пулăшакансем чылаййăн пулчĕç: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Ванеркин, «Моргаушская» МСО (ертÿçи В. Семенов), «Моргаушский» пасар (ертÿçи Е. Субботин), Г. Михайлов, И. Никитин («Никита»), П. Терентьев («Заря»), С. Тимофеев («Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх») тата В. Вязов («Росгосстрах»). «Сывлăх» ФСК-ра ĕçлекенсен пулăшăвĕ те курăмлă пулчĕ.
Вĕсем пекех çултан çул ăмăртăва хутшăнакан командăсем те хушăнсах пыраççĕ. Акă кăçалхи ăмăртăва çичĕ команда хутшăнчĕ, Шупашкар хулинчи ветерансен команди те выляма кăмăл турĕ (конкурса хутшăнмасăр).
Иртнĕ çулсенче ăмăрту çĕнтерÿçи Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи команда пулнă пулсан кăçал кубока Йÿçкасси тăрăхĕнчи «Сорма» çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн тата Васильев ИП командисем.
Ăмăртура уйрăм вылякансене палăртăмăр: Ю. Петров, А. Суворов, Н. Захаров, А. Медведев. Вĕсемпе пĕрлех чи активлă болельщик Н. Тимофеев та парнесĕр юлмарĕ.
Пирĕн тăрăхра Г. Лукин пек, Чуманкасси ял тăрăхĕнчи А. Васильев пек спорта парăннă çынсем пулсан сывă пурнăç йĕркине саракансем те ытларах пулаççĕ. Вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ.
В. Данилов,
районти тĕп больницăн тĕп врачĕ.