18 апреля 2012 г.
Çулпа çул пĕр пек килменнине районти çĕр ĕçченĕсем кăçалхи çанталăк условийĕсенчен те кураççĕ. Хăйне евĕр йывăрлăхсем, унччен пулман ыйтусем кăларса тăратрĕ вăл хресчен умне. Çакна кашниех ăнланса ĕçлесе пымалла пек туйăнать паян. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче пулсан кашни ĕçчен çанă таврăсах уй-хир ĕçне хатĕрленни куç умне пулать. Çурхи шыв-шур сассипе тулнă ака уйăхĕ тăван тавралăх кунсерен хĕл ыйхинчен вăраннине çирĕплетсе пырать. Хĕл ыйхинчен вăранакан тĕнче вара куç умĕнчех çур акине хатĕрленет. Çулталăк тăрантаракан чи ответлă тапхăр тесе хаклать ăна çĕр ĕçченĕ. Хаклать те ирне-каçне пăхмасăр çĕр-аннемĕр умĕнчи яваплăха туйса уй-хир ĕçĕсене хатĕрленет. Епле пырать-ха çак хатĕрленÿ; Ку ыйту çине тулли хурав парассипе иртнĕ эрне кун «Путь Ильича» агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ йĕркеленипе Муркаш енри пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен инженерĕсемпе агрономĕсен çурхи ака-суха ĕçĕсем умĕнхи йăлана кĕнĕ конференцийĕ иртрĕ.
Иртнĕ çул инвесторсен пулăшăвĕпе ура çине тăма пуçланă «Путь Ильича» агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн Хорнуйĕнчи машинăпа трактор паркĕнче конференцие хутшăнакансем ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче нумай ыйтусем çине хурав тупрĕç. Хуçалăх ертÿçисем кунта çур акине хатĕрленес ĕçсене контроллесех тăраççĕ. Тимлев пĕтĕмлетĕвĕсем вара куç умĕнчех. Инженерсемпе агрономсен конференцийĕ пынă кун унта хутшăннă хуçалăх ĕçченĕсем – трактористсемпе водительсем – хăйсем çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕррине пĕлтерчĕç. Ĕçсем çакнашкал кал-кал пынине шута илсех ĕнтĕ хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ В. Вязов конференцие хутшăнакансене çĕр ĕçченĕ пĕтĕмĕшле çур акине хатĕрри пирки, кунпа пĕрлех çĕнĕ техникăсем туянассипе те ĕçсем пыни çинчен пĕлтерчĕ.
– Çанă тавăрсах ĕçлетпĕр, анчах туса çитерейменнисем те самай-ха. Уйрăмах çĕнĕ техника илессипе ĕçсем вĕçленмен. Минераллă удобренисем туянасси те малалла пырать. Çав вăхăтрах сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе вăрлăх çителĕклĕ. Вĕсем çур акишĕн пĕлте-рĕшлĕ пулсан та тĕп вăй уй-хир ĕçченĕ. Çавăнпа та паян эпир уй-хирте ĕçлекенсене ĕçе хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Вĕсен ĕç укçине тивĕçлĕ шайра йĕркелесси те пирĕн умра паян тăракан тĕллев. Мĕн ĕмĕтленнине туса-хатĕрлесе çитерсен çурхи ака-суха ĕçĕсене икĕ эрнере туса ирттерме шутлатпăр, – терĕ хуçалăхри ĕçсемпе паллаштарнă май Валерий Иванович юлнă кунсенче механизаторсене вĕрентес ĕçе пуçăнас шутлине пĕлтерсе.
– Çĕнĕлĕхсене алла илекенсем хушшинче ытларах çамрăксем. Çур акине хутшăнакан тракторист-машинистсем ĕçе юратнинче, ĕç дисциплинине хăй еккипе яманнинче хуçалăх малашлăхне куратпăр, пĕрле пулса çур акине те агротехникăпа пăхнă пек кĕске тапхăрта ирттерессе шанатпăр, – терĕ агрофирмăн тĕп агрономĕ Николай Белов.
«Путь Ильича» агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн Хорнуйĕнчи машинăпа трактор паркĕнче ирттернĕ практикăлла канашлу хыççăн теори пайне район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче пăхса тухрĕç.
Кунти калаçăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев уçрĕ. Унăн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В. Калинин район çур акине хатĕрленессипе епле ĕçлесе пыни çинчен доклад туса пачĕ.
– Çанталăк тăрук ăшăтни кăçал çур акине ытти çулхисенчен палăрмаллах хăвăрт çитерĕ. Апла пулин те çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра та пысăк пахалăхлă ирттересси паян кун йĕркинче чи малти вырăнта тăрать. Унран пĕлтерĕшлĕреххи халĕ çĕр ĕçченĕшĕн çук. Паян уй-хир ĕçĕсене хатĕрленессипе ытларах вăхăта машинăпа трактор паркĕнче тата тырă склачĕсенче ирттерекен ял çыннишĕн çур аки кĕçех хирсене те çитĕ. Çавăнпа та паян пирĕн çур акине тĕплĕ хатĕрленсе юлнă кашни ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ахальлĕн пĕрлешÿллĕ тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсене малалла уттарасси те ыйтуллăн пулса юлĕ, – терĕ Владимир Аркадьевич.
Инженерсемпе агрономсен конференцийĕ пĕлтĕрхи кăтартусене тата кăçалхи ĕçсене тĕпе хурса 2012 çул валли ĕç тĕллевĕ йышăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн районти хуçалăхсен кăçал 15,2 пин гектар çинче çур аки ирттермелле. Вăл шутра çурхи тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене 11,1 пин гектар (пĕлтĕрхинчен 1,9 пин гектар нумайрах), пĕр çул ÿсекен курăксене 1500 гектар акмалла, «икĕмĕш çăкăра» 1165 гектар лартмалла. Кĕрхи культурăсем 4145 гектар йышăнни, нумай çул ÿсекен курăксем 6 пин гектара яхăн пулни вĕсене те çĕр-шыв типме пуçласанах минераллă удобренисемпе тата кĕртрисене ÿсĕм стимуляторĕсемпе апатлантарассине ыйтать.
Çур акине хатĕрленсе паянхи куна районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем 115,5 тонна элитăллă ака вăрлăхĕ, 5 тонна çĕр улми вăрлăхĕ туянннă. Кунпа пĕрлех хальхи вăхăтра «Путь Ильича» агрофирмăра, «Ударник», Чапаев яч. хис., «Колос», А. Толстовăн, В. Бархаткинăн, В. Горбуновăн, А. Трепневăн, И. Петрован, П. Серафимовăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çуртри вăрлăхĕ пĕтĕмпех ака кондицине тивĕçтерет.
А. БЕЛОВ.