Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çынни, паха вăрлăх хатĕрле!

18 апреля 2012 г.

Çитес эрне кун, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче, район центрĕнчи тĕп лаптăкра ял хуçалăх продукцийĕн çур аки умĕнхи суту-илÿ ярмăркки ĕçлĕ. Мĕнле çĕнĕлĕх ку? Мĕнпе савăнтарĕ вăл ялта килти хушма хуçалăх тытса пурăнакана? Çак ыйтусем çине хурав шыраса район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕпе А. ПАВЛОВПА çыхăнтăм.

– Александр Ильич, çур акине тĕплĕ хатĕрленесси пĕр-икĕ çын ĕçĕ мар. Çурхи ака-суха ялта пурăнакан кашни çыннах пырса тивет. Эрне кунхи суту-илÿ ярмăркки те çавăнпах çыхăннă пулас?

– Çапла. Малашлăхпа пурăнакан ял çыннин паян алă усса ларма юрамасть. Çур акине хатĕрленсе пурин те пĕр тĕллевлĕ пулмалла. Юр айĕнчен тухакан çĕр пичĕ хресчен çаврăнăçулăхĕшĕн савăк пулнăн курăнать. Кун каçа сывлăш температури 16-18 градуса çити ăшăнни те çурхи ака-суха инçетре марри пирки хыпарлать. Çитес ярмăрккăра ял çыннисем килти хушма хуçалăхĕнче пахча çимĕç, çĕр улми, курăк тухăçне ăнтарсарах туса илме паха вăрлăх туянма пултараççĕ.

– Конкретлăрах каласан?

– Ярмăрккăра хамăр çĕр-шывра тата чикĕ леш енче туса кăларнă тĕрлĕ çĕр улми вăрлăхĕсем, нумай çул тата пĕр çул ÿсекен курăксен, пахча çимĕç вăрлăхĕсем пулĕç. Хĕл каçнă май пушаннă ампарсене хурма фуражлăх тырă туянса хурас ыйтăва та ял çыннисем ярмăрккăна тухса татса пама пултарĕç. Çур акичченхи çак уявра ял çыннисем сысна çури те, аш-какай та, пахча çимĕç те туянса хăйсене те, çемйисене те савăнăç туса парĕç.

– Паха продукцисене сутма камсем тухĕç-ха? Пĕлеççĕ-и вĕсене пирĕн вулакансем?

– Хамăр районти суту-илÿ ярмăрккине палламан çын тухмĕ. Çавăнпа та унта туяннă продукци пахалăхĕ те никама иккĕлентермĕ. Вĕсен хушшинче «Ударник», «ВаСем» хуçалăхсемпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики, «Картофель» агросоюз, В. Бархаткинпа А. Афанасьевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсем т. ыт. те. Суту-илĕве уйрăм ял çыннисене те хăйсен продукцийĕпе тухма чĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика