Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каникул усăллă иртмелле

18 апреля 2012 г.

«Çуллахи каникул вăхăтĕнче кăçал 2269 ача шкулсем çумĕнче йĕркеленĕ лагерьсенче канса сывлăха çирĕплетĕ», – çапла пĕлтерчĕç район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕнче.

Шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьти пĕр смена 21 кун чухлĕ. Кунне пĕр ачана апатланма 65 тенкĕ уйăрнă. Профиль лагерĕсенче пĕр смена 10 куна тăсăлать.

Яланхи пекех тăлăх ачасене, тулли мар çемьесенче, йывăр лару-тăруллă, сахал тупăшлă çемьесенче ÿсекен ачасене тимлĕх ытларах пулĕ. Вĕсен районти хÿтĕлĕх пайĕ урлă та хула тулашĕнче вырнаçнă лагерьсене канма кайма май пур.

Шкулсенче лагерь начальникĕсене, воспитательсене палăртнă ĕнтĕ. Халĕ вĕсем ачасен вăхăтне усăллă ирттерме программăсем хатĕрлеççĕ. Май уйăхĕнче ятарлă вĕрентÿ курсĕсенче пулĕç. Лагерьсем ĕçлеме пуçличчен вара шкулсен Роспотребнадзортан ирĕк илмелле.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика