18 апреля 2012 г.
Районта черетлĕ информаци кунĕ паян иртет. Паллă ĕнтĕ, унăн теми паянхи кун ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Кусем вĕсем çурхи ял хуçалăх ĕçĕсене туса ирттерме хатĕрленесси тата усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси; ялсен, çул хĕррисен, масарсен территорийĕсене, ял тăрăхĕсенчи çулсене тирпей-илем кĕртессипе ĕç тăвакан влаç органĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх тата территорири обществăлла хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан задачăсем, ку тĕлĕшпе граждансен харпăр хăй ответлăхне ÿстересси; сывлăха сыхлассине модернизацилессин программи тата пĕчĕк ачасем вилессине асăрхаттарасси.
Республика представителĕсем район администрацийĕн, федераллă органсен районти службисен ответлă ĕçченĕсемпе пĕрле Муркаш, Çатракасси, Чуманкасси, Йÿçкасси ял тăрăхĕсене çитсе кураççĕ, вырăнсенчи пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи лару-тăрупа паллашаççĕ, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ, çынсен ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ.
Хамăр инф.