Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул уявĕсем кĕскелĕç

18 апреля 2012 г.

«Интерфакс» пĕлтернĕ тăрăх, РФ Патшалăх Думи Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсем шучĕпе май уйăхĕн уявне 2 кун чухлĕ вăрăмлатассипе саккун проектне çирĕплетнĕ.

Ĕç кодексне кĕртекен улшăнусене апрелĕн 10-мĕшĕнче иккĕмĕшпе виççĕмĕш вулавпа харăсах пăхса тухнă. Çапла вара хĕллехи каникул кунĕсем 10 кун вырăнне 8 кун юлĕç, январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса январĕн 8-мĕшĕччен пырĕç. Икĕ кунне вара Раççей Правительстви Çĕнĕ çулччен пĕр уйăхран кая юлмасăр кирек хăш патшалăх уявĕ çумне хушса парĕ.

«Эпир шухăшланă тăрăх çак кунсенчен хăшĕ кану кунĕсене çывăхраххине тата каникул йĕркелеме май пуррине кура е майăн 1-мĕшĕ, е майăн 9-мĕшĕ пулмалла», – тенĕ ĕç, социаллă политика тата ветерансен ĕçĕсен комитечĕн пуçлăхĕ Андрей Исаев.

2012 çулта май уйăхĕнче кану кунĕсем 1, 6, 7, 8 тата 9-мĕшĕсем пулĕç. Вĕсем çумне тата апрелĕн 29-пе 30-мĕшĕсем хушăнаççĕ. Кăçал вара Çĕнĕ çул уявĕ январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 10-мĕшĕччен пынăччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика