14 апреля 2012 г.
Раççейри ял хуçалăх надзорĕ пĕлтернĕ тăрăх пĕлтĕр Белгород облаçĕнче выльăх çĕпĕр язвипе чирленĕ тĕслĕхе тупса палăртнă. 2010 çулта вара Ставрополь, Ростов, Омск, Волгоград облаçĕсенче тата Дагестан Республикинче çак чирпе аптăранă 6 выльăха шута илнĕ. Сăмах май тĕрлĕ çăл куçсенчен пĕлтернĕ тăрăх çĕпĕр язвипе чирлесси Грузире юлашки çулсенче темиçе хут та ÿснĕ. Интернетри материалсене ĕненес-тĕк, ку чир чикĕ леш енче те хăш-пĕр çĕрте палăрать. Тĕнчипе илес пулсан юлашки вăхăтра ку чирпе çынсем аптăранă тĕслĕхсем те пулнă.
Паллах, хăшĕ-пĕри ăçта Белгород, ăçта Чăваш Ен теме пăхĕ. Анчах лару-тăру çине çиелтен пăхмалла мар. Раççейри ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕсем çак инфекци чăваш хресченĕсене те шар кăтартма пултарас хăрушлăх пирки аса илтереççĕ. «Мĕншĕн тесен пирĕн республикăра та ку чирпе вилнĕ выльăхсен масарĕсем сахал мар. Муркаш районĕнче кăна 85 выльăх масарĕ. Çав шутра çĕпĕр язвипе вилнисене пытарнисем те пур – 36 масар. Паянхи куна пурне те тенĕ пек саккун ыйтнă йĕркене кĕртнĕ темелле. «Çапах та тимлĕхе çухатас марччĕ. Асăрханакана Турă та сыхланине пĕлтерет халăх сăмахлăхĕ», – аса илтерет патшалăх ветеринари надзорĕн ĕçченĕ Светлана Чернова.
Манмалла мар, çĕпĕр язви çыншăн та хăрушă чир шутланать. Вăхăтра профилактика ĕçĕсем пурнăçламасан вăл тарăна кайса организма палăрмаллах сиен кÿме пултарать. Кĕлеткипех çăпансем тапса тухма пултарни кашнинех сисчĕвлентермелле. Сипленмесен сепсис пуçланать, юн сиенленет. Кун хыççăн нерв тытăмĕ шар курать. Чир вирус çаклатнă чĕр чунтан куçать: пуснă, тирне сÿнĕ, ашне вакланă, виллине пуçтарнă тата тĕп тунă, упранă, пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçарнă, тирпейленĕ чухне. Чир лекнĕ çĕр лаптăкĕ çинче ĕçлесси те асăрханулăх ыйтать. Çакна килти хушма хуçалăх тытакансен те çулла выльăх-чĕрлĕх валли утă янтăланă вăхăтра асра тытмалла.
Чир палăрнă вырăнсенче çĕре куçарассипе, унтан шыв илессипе çыхăннă ĕçсене (сăмахран: строительство, шырав, гидромелиораци) пуçарма, сад-пахчапа аппаланма юрамасть. Санитарипе хÿтлĕх зонин калăпăшне ветеринари службин органĕсем тата эпидемиологи центрĕсем палăртаççĕ. Тĕрĕссипе, чирлĕ выльăха пытарнă вырăна пырса кĕмелле марри, чир хăрушлăхĕ пирки вырăнта ăнлантарсах тăмалла.
Чир питĕ хăвăрт сарăлнине кура сыхлану майĕсене яланах асра тытмалла. Çĕпĕр язви тĕлĕшĕпе иккĕленÿ çуралчĕ-тĕк выльăха пусма юрамасть. Карантин йĕрки тăрăх çав тĕлтен хăть мĕнле чĕр чуна та илсе тухма та, унта илсе кĕме те чарнă. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ хатĕрлеме тата ăна сутма та ирĕк çук, чĕр чунсене урăх вырăна, ушкăна куçарасси пирки манмалла. Чирлĕ ĕне сĕтне ĕçмелле мар. Ют çынсене фермăна кĕме чармалла. Чĕр чунсене кÿлĕ хĕррине шыв ĕçме антарма та юрамасть.
Çыннăн алли, пичĕ тата ытти çĕрте суран кăна мар, чĕрĕк пулсан та ăна инфекциллĕ ферма çывăхне ямалла мар.
Республикăра çĕпĕр язви тухас хăрушлăх пуррине кура управлени ăна вăй илме парас мар тесе кирлĕ мерăсем халех йышăнма сĕнет. Çак инфекцие чăтăмсăр пĕтĕм выльăха профилактика вакцинацийĕ тумалла.
Кун çути çуркунне еннелле сулăннă май çакна та каласа хăварас килет. Çĕпĕр язвипе чирлĕ выльăхсене пытарнă масарсен территорийĕсенче кĕтÿ çÿретме, утă çулма, унтан çĕр илме юрамасть. Ăнсăртран выльăх чирлесен кун пирки çийĕнчех ветеринари специалисчĕсене пĕлтермелле.
Н. ВАСИЛЬЕВА, Раççейри ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕ.