Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сĕтел çинчен пыл татăлман»

14 апреля 2012 г.

Хăй ĕçне чунĕпе парăннă çын яланах хитре те уçă кăмăллă. Унăн ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕннипе пĕрлех хăйĕнпе ларса калаçсан чун та уçăлать, ырă ĕмĕтсем çуралаççĕ, пурнăçăн малашлăхĕ вăй илет.

– Анне 1937 çулта пыл хурчĕсемпе ĕçлеме пуçланă та, пирĕн кил таврашĕнче çавăнтанпах вĕлле хурчĕ татăлмасть. Хам та çак ĕçпе 27-мĕш çăва тухатăп. Çирĕм вĕллене яхăн хурт-хăмăр çемйи лайăх хĕл каçрĕ тесе шутлатăп та тухăçлă çу кунĕсем кĕтетĕп, – тесе пуçларĕ хăйĕн аса илÿллĕ калаçăвне Шомикра пурăнакан Семен Васильевич Ильмендеров. Эпир унпа Чăваш Республикинчи «Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç агенстви» акционерсен уçă обществин Муркашри магазин-хатĕрлев пунктĕнче тĕл пултăмăр. Вĕлле хурчĕсене çăва кăларас вăхăтри çĕнĕлĕхсемпе паллашма килнĕччĕ утарçă.

Тупăннă пушă вăхăтпа усă курса эпир унпа сăмах çумне сăмах хушса килти хушма хуçалăхра йăхран йăха куçакан ĕç-хĕл историйĕпе паллашрăмăр.

Семен Васильевичăн амăшĕ – Пелагея Михайловна – 1937 çулта вĕлле хурчĕпе туслашнă та 61 çул çак юратуран сивĕнмен. «Анне 83 çула çитсе пурнăçран уйрăлчĕ. Çак хушăра сĕтел çинчен пыл кайман. Пире, 6 ачине, пыл çитерсех тата унран хатĕрленĕ чĕрĕ эмелпех аттепе иккĕшĕ таса-сывă ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Тавах вĕсен ĕçчен аллисене», – шăппăн калаçрĕ арçын. Ашшĕ-амăшĕн килти хушма хуçалăхра суйласа илнĕ ĕçне паян аслă ывăлĕ Семен Васильевич тата унăн йăмăкĕ Галина малалла тăсаççĕ. Галина паян Чуманкассинче пурăнать.

Килти хушма хуçалăхра 20 вĕллене яхăн пыл хурчĕ тытасси çăмăл ĕç маррине ялта пурăнакан пĕлетех ĕнтĕ. Вĕсенчен иртнĕ çул кашнинчен вăтамран пĕрер пăт пыл илни те Семен Васильевичпа унăн мăшăрĕ Вера Петровна çак ĕçе чунĕпе парăннине тата вĕсен тăрăшулăхĕ çÿллĕ шайра иккенне кăтартать.

– Ĕç кăтартăвĕ пĕччен вăй хунипе пулмасть. Мана хурт-хăмăрпа ĕçлеме мăшăрăмсăр пуçне Сергей ывăлăмпа Света хĕрĕмĕн çемйисем те тĕкĕ парсах пыраççĕ. Виçĕ мăнукăм пĕчĕккĕ-ха, анчах пыл çиме вĕсем те пулăшаççĕ. Тен, пурăнан пурнăçра çак шăпăрлансем те утарçă пулса тăрĕç; – ыйтуллăн тинкерчĕ мана магазинра ларакан вĕлле çинчен куçне илсе утар ĕçĕнче пуян опыт пухнă кăмăллă арçын.

Çамрăклах хурт-хăмăрпа ĕçлеме пуçланăскерĕн çемйи те ялта пурăнакансемшĕн хăйне евĕр ырă тĕслĕх. Пыл хурчĕсем усранăран-ши, Семен Васильевич çамрăк курăнать: хам умра пенсие тухнă арçын тăнине ĕненмерĕм. Тĕрĕсрех каласан ĕненеймерĕм.

Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр. Ваттисен çак сăмахне мала кăларнисем таврара çук мар. Вĕсем ĕçе парăнни çулсен утăмне чарать тесен те йăнăшмастăп пулĕ. Хăйсен аллипе йĕркеленĕ утар паян Шомик тавралăхне хăйне евĕр сăн кĕртет, килти хушма хуçалăха çут çанталăкпа çывăхлатать, çуркунне илемне ÿстерет.

Ĕçлесен пурăнма пулать. Ĕçчен çынна кÿршĕсем çеç мар, çут çанталăк та курать, хисеп тăвать, вĕлле хурчĕ те вăй çитнĕ чухлĕ пулăшать.

...Телей. Ăслă çынсем телее çын ĕçе юратса кайни тата киле кăмăлпа таврăнни, ĕçе чуна юрăхлă пурнăçлани тесе хаклаççĕ. Манăн çĕнĕ пĕлĕшĕмĕн, Семен Васильевич Ильмендеровăн, телейĕ пурах.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика