Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правительство комиссийĕ ĕçлерĕ

14 апреля 2012 г.

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче Чăваш Республикин пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе тата чрезвычайлă лару-тăрăва сиресси-асăрхаттарассипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн анлă ларăвĕ пулчĕ.

Ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ тата ЧР пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе тата чрезвычайлă лару-тăрăва сиресси-асăрхаттарассипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн председателĕ С. Павлов ертсе пычĕ. Канашлăва хутшăннисем Муркаш районĕнче юлашки çулсенче пушар тухасси чакса пыни, иртнĕ çулхи шыва кĕмелли тапхăрта пĕр çын та шыва кайса пурнăçран уйрăлманни район администрацийĕ хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе тĕллевлĕн ĕçлесе пынине палăртрĕç.

Пухăннисем кĕçех шыва кĕмелли тапхăр çитнĕрен çынсем шыва кĕрекен вырăнсене малтанах тĕрĕслесе хатĕрлемелли пирки калаçрĕç. Иртнĕ çул Муркаш районĕнче шыва кĕмелли 11 вырăн хатĕрленĕ пулсан вĕсене сезон пуçланиччен йăлтах тĕрĕсленĕ.

– Республикăри ытти районсенче те çак ырă тĕслĕхе аталантармалла тата профилактика ĕçне вăйлатмалла. Шывра çын вилни республикăшăн хăрушă пулăм, – терĕ иртнĕ çул шывра 108 çын пурнăçĕ татăлнине палăртса С. Павлов.

Вăрман пушарĕсенчен асăрханассине те ларура тĕплĕн пăхса тухрĕç. «Çуркунне типĕ курăк хăрушлăх кăларса тăратнине массăллă информаци хатĕрĕсем урлă халăха асăрхаттарса тăрасси – кун йĕркинчи ĕç», – палăртрĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ С. Павлов.

Правительство комиссийĕн ĕçĕ хыççăн республикăри пушар хурал ĕçченĕсем Муркашри информаципе культура центрĕнче кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕç-хĕле пăхса тухрĕç. Пĕрле пулса вырăна тухса районти ВДПО уйрăмĕн ÿсĕмĕсемпе паллашрĕç. Кунта Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ С. Антонов генерал-майор хăйсен малашлăхне ирĕклĕ пушар хуралĕпе çыхăнтарнисен пĕр ушкăнне тав туса удостоверенисем пачĕ.

А. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика