14 апреля 2012 г.
Çак кунсенче Чăваш Республикине пысăк делегаци, вăл шутра Раççей Центросоюзĕн канашĕн председетелĕ Е. Кузнецов килсе çитрĕ. Ĕçлĕ çул çÿревĕн сăлтавĕ вара пысăк. Чăвашпотребсоюз икĕ çул ĕнтĕ ял хуçалăх продукцине хатĕрлес, тирпейлес, сутас енĕпе малти шутланать. Çавна май Раççей Федерацийĕн потребительсен обществисен «уй-хиртен лавкка сентри çине» девизпа пĕрлехи семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта çитмĕл ытла регионтан хутшăнчĕç. Тĕп ыйту – ял хуçалăх продукцине туса илес, тирпейлес тата сутас ĕç-хĕл тавра. Пысăк делегаци республикăри тăватă райпона çитсе курчĕç.
Семинар-канашлăва хутшăнакансем Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен магазинĕсенче, обществăлла апатлану предприятийĕсенче пулчĕç. Пĕрремĕш ушкăна чăваш йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа Шомикри лавккара кĕтсе илчĕç.
– Енчен те Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи специалистсем Муркаш тăрăхне аякка хăвармаççĕ пулсан пирĕн ĕç-хĕл те курăмлă, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев.
Икĕ райпо районăн экономикăпа социаллă аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ, ял хуçалăх продукцине туса илекенсемпе тачă ĕçлеççĕ – çакă вара тупăш çăл куçĕ. Вĕсем кăçалхи виçĕ уйăхра ваккăн тавар 171828,5 пин тенкĕлĕх сутнă, çакă иртнĕ çулхинчен 4,5 процент ытларах. Обществăлла апатлану точкисенче, лавкка сентрисенче шăпах ытларах хамăр уй-хиртен килнĕ пысăк пахалăхлă продукци. Сĕтел çинчи вĕри çĕр улми, хуран кукли тата чăвашсен ытти ĕçми-çими питĕ кăмăллă пулчĕ хăнасене. Паллах, хамăр продукцие ытти тăрăхрипе танлаштараймăн – пысăк пахалăх пуринчен паха.
Иккĕмĕш ушкăн вара Чăвашпотребсоюзăн Етĕрнери аш-какай комбинатĕнче пулса курнă хыççăн Нискассинчи самообслуживани мелĕпе ĕçлекен лавккана çитрĕ. Самообслуживани мелĕ тавар туянакана ытларах тивĕçтерет, çавна май пур çĕрте те анлă сарăлса пырать. Муркаш райповĕ çак çĕнĕлĕхпе усă курма пуçланăранпа тавар çаврăнăшĕ те палăрмаллах ÿсрĕ. Райпо халăх ыйтăвне тĕпе хурса çулталăкра суту-илĕвĕн темиçе точкине хута ярать е тĕпрен юсать. Акă иртнĕ çул «Бриз» пиццери ĕçлеме пуçларĕ. Кунта халăх йышлă çÿрет, март уйăхĕнчи тавар çаврăнăшĕ – 600 пин тенкĕ. Пиццери ăстисем пилĕк тĕрлĕ пицца сĕнчĕç. Çĕр ĕçченĕн ĕçлеме кăна мар, кану вăхăтне илемлĕ, меллĕ ирттерме те пĕлмеллине палăртрĕç хăнасем кунти хăтлăха асăрханă май.
– Çĕнĕ объекта август уйăхĕн вĕçĕнче тума пуçларăмăр та çулталăк вĕçленнĕ тĕле туса пĕтертĕмĕр. Çакăнта пĕтĕмпе пилĕк миллиона яхăн укçа-тенкĕ хыврăмăр, – терĕ Муркаш райпо канашĕн ертÿçи Борис Андреев.
Çавăн пекех делегаци «Гастроном» тата «Универмаг» магазинсенче, «Радуга» кафере пулчĕ. Эпĕ хам та тавар туянакан пулнăран ытти субъектри суту-илÿ ĕçĕпе кăсăклантăм, Якут Республикинчи пĕр райпо канашĕн ертÿçипе сăмахларăм.
– Эпир те хамăр ĕçе çакăн майлах йĕркелеме тăрăшатпăр. Кунти пекех халăхран сĕт пухассипе, ытти продукци йышăнассипе ĕçлетпĕр. Апат-çимĕç продукцине илес пулсан вăл сирĕн патра йÿнĕрех, – терĕ вăл.
Çавăн пекех Свердловск облаçĕн представителĕпе те калаçас терĕм. Мана, тавар туянакана, паллах, ытларах хак кăсăклантарать. Вăл пирĕн патра çăкăр йÿнĕрех пулнине тата яллă вырăнсенче халăх ыйтăвне тивĕçтересси – тавар ассортименчĕ, сутуçăсен ăсталăхĕ – çÿллĕ шайра пулнине палăртрĕ.
Р. Илларионова.