Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявсен уявĕ – Мăн кун

14 апреля 2012 г.

«Шăмат кун иртсен, эрнен малтанхи кунĕнче тул çутăлнă чух, Магдалăри Марияпа тепĕр Мария тупăка пăхма пынă. Çавăн чухне çĕр пит хытă чĕтресе кайнă: Турă Ангелĕ çÿлтен аннă та, пырса тупăк умĕнчи чула йăвантарса ярса, ун çине ларнă. Вăл çиçĕм пек курăнса тăнă, тумтирĕ унăн юр пек шурă пулнă. Хурал тăракансем унран хăранипе чĕтресе кайса вилнĕ пек пулнă. Ангел хĕрарăмсене каланă: ан хăрăр; эпĕ пĕлетĕп, эсир хĕрес çумне пăталанă Иисуса шыратăр. Вăл кунта çук: Хăй каланă пек, Вăл чĕрĕлсе тăчĕ. Килĕр, Вĕрентекен выртнă вырăна пăхăр та, часрах кайса, Унăн вĕренекенĕсене калăр: Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă...».

Çапла каласа парать Матфей çырнă Евангели Иисус Христос Турă чĕрĕлни çинчен.

Мăн кун православи тĕнĕпе пурăнаканшăн чи пысăк та çутă уяв шутланать. Мăн куна малтанах хатĕрленме тытăнаççĕ – Аслă типĕ вăхăтĕнчи кĕлĕсенче ÿкĕнеççĕ, чунпа тасалаççĕ. Турра ĕненекенсем чиркÿре пулса Турăн Ÿчĕпе Юнне ăша илеççĕ (причасть сыпаççĕ). Çак çутă уява хутшăнни вара чиркÿри кĕлĕне кайнинчен пуçланать. Кĕлĕ пĕтсен пурте пĕр пĕрне: «Христос чĕрĕлнĕ!» – «Чăн чĕрĕлнĕ», – тесе саламласа чуп тăваççĕ.

Мăн кун уявĕ хĕрĕх куна пырать: шăп хĕрĕх кун хушши Иисус Христос Турă Хăйĕн вĕренекенĕсене курăннă, хыççăн вара çÿле Ашшĕ Турă патне çĕкленнĕ.

Çынсем Мăн кун эрнинче пархатарлăх, пулăшу пирки ытларах шутлаççĕ: ĕлĕкренпех çак эрне хушшинче çирĕп сывлăхлисем, тăнăç пурнăçпа пурăнакансем чирлисем, хевтесĕррисем, тĕрмере ларакансем патне, пулăшу кирлисем патне çитсе пулăшу пама тăрăшнă.

Иисус Христос Турă пур çынна та вилĕмрен çăлас тесе асапланса вилнĕ. Вăл вилсе чĕрĕлни çын вилсен те леш тĕнче валли чĕрĕлнине пĕлтерет. Çавăнпа та Мăн куна уявсен уявĕ тесе калаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика