Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕмре тренерсен тÿпи те пысăк

14 апреля 2012 г.

Республикăри «Ылтăн шайба» клубăн парнисене тата ЧР Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессипе кăçалхи хоккей вăййисем Муркашсемшĕн ăнăçлă пулчĕç. Кун пирки хаçатра пĕлтерсе тăма тăрăшрăмăр. Малтанхи пĕтĕмлетÿ районсем хушшинче уйрăм пулнă пулсан пĕтĕмĕшле итог кăтартăвĕсем те (республикăри ăмăртăва хутшăннă пур хулапа район та кĕрет) савăнтараççĕ.

Хулари ачасен майсем нумайрах тетпĕр пулсан та пирĕн районти хоккеистсем малтисен йышĕнчех-ха. Кĕçĕн ушкăн 2-мĕш, вăтам ушкăн 5-мĕш, аслă ушкăн 4-мĕш, тĕп ушкăн 3-мĕш вырăнсенче пулма тивĕçнĕрен пирĕн район пĕтĕмшле 3-мĕш вырăнта.

Лару-тăру япăх мар пулни тренерсен тăрăшулăхĕнчен те нумай килет. Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви çакна ăнланса çĕнтерÿçĕсемпе призерсен командисене хатĕрленĕшĕн вĕсен тренерĕсене Тав çырăвĕсемпе чысланă. Пирĕн районти «Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ – «Сывлăх» ФСК-ра» вăй хуракан тренерсем Владимир Михайлов тата Александр Шишкин çак наградăна тивĕçнĕ. Йĕркелÿпе методика пулăшăвĕ кÿнĕшĕн, ачасене спорта явăçтарма майсем туса панăшăн спорт шкулĕн директорне Александр Куликова та çакăн пек Тав çырăвĕ парса хавхалантарнă.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика