Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ аптека меллĕ хак сĕнет

11 апреля 2012 г.

Муркаш сăн-сăпатне ытларах райпо объекчĕсем илем кÿреççĕ. Унăн ĕçĕ анлăланса пыни вара куç кĕрет. Çакна чылай ĕç-хĕл çирĕплетет: çулталăкра суту-илĕвĕн темиçе точки çĕнелет, хальхи йышши оборудованипе пуянланать – ăна йăлт паянхи пурнăç ыйтать.

Район экономикине аталантарни социаллă ыйтусене татса парассипе тÿрремĕнех çыхăннă. Акă рынок условийĕнче çăмăл мар лару-тăрăва лекнĕ йăла çурчĕ те райпо тытăмне е çирĕп пĕрлешĕве куçрĕ, апла пулсан унăн ĕçĕ çĕнĕ шая çĕкленессе кĕтетпĕр. Çакăнти малашнехи ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллашма эпĕ Муркаш райпо канашĕн ертÿçипе Б. Андреевпа калаçрăм.

– Борис Васильевич, çапах та черетлĕ объект çитес вăхăтра мĕнпе илĕртме шантарать-ха тавар туянакана?

– Эпĕ тăтăшах калатăп, пирĕн тÿрĕ тивĕç халăха меллĕ услови, пулăшу сĕнесси пулса тăрать. Тĕслĕхрен, туянакан вăл е ку тавара шыраса ан хăшкăлтăр, кирек хăш ÿсĕмри çын та хăйне меллĕ туйтăр, пушă е кану вăхăтне тĕрĕс ирттерме пултартăр – ÿссе çитнĕ çын-и вăл е ача – пĕлтерĕшлĕ мар. Акă эсир калаçăва йăла çурчĕ пирки пуçартăр та эпир шăпах унти ĕç-хĕле ытларах ачасем валли йĕркелеме тăрăшатпăр. Муркаш райповĕ иртнĕ çул «ВТБ-24» банкран йăла çуртне (дом бытовых услуг) туянчĕ. Çитес вăхăтра çакăнта «Детский мир» магазин пулмалла.

Халĕ вара йăла çурчĕ теме хăнăхнă çуртăн пĕрремĕш хутĕнче медицина аптеки хăй ĕçне пуçăнчĕ ĕнтĕ. Кунти эмел хакĕсем, тавар кÿрсе килекене кура, туянаканшăн чăннипех те меллĕ. Çавăнпах та пулĕ тин кăна уçăлнă аптекăра тавар туянакан та йышлă. Халăх ыйтăвне пысăк опытлă фармацевт тивĕçтерет, сутлăхра вăхăтлăх çук эмелпе те саккас панине кура кĕске вăхăтра тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех медицина препарачĕсем пирки телефонпа шăнкăравласа та ыйтса пĕлме пулать.

– Иккĕмĕш хучĕ вара мĕнпе илĕртÿллĕ пулĕ-ха, тата эсир ачасене ытларах тимлĕх уйăрассине асăнтăр?

– Чи малтанах ача-пăчана илемлĕ тĕрлĕ тетте илĕртет. Çитес вăхăтра кунта шăпах вĕсене валли илĕртÿллĕ уйрăм пулĕ. Ача-пăча кунта килсен выляма пултартăр, хăйне пур енлĕ меллĕ туйтăр. Çавăн пекех кунта ача-пăча тум-тирĕн, теттесен пысăк ассортименчĕ кĕтĕ тавар туянакана. Паянхи кун туянма пултарайман тавар пулмалла мар, райпо тытăмĕн халăха тĕрлĕ таварпа кирлĕ чухлĕ тивĕçтермелле терĕмĕр вĕт. Юлашки тапхăрта тĕрлĕ уява çемьепе, тус-тăвансемпе обществăлла апатлану точкисенче ирттерме тытăнтăмăр – ку ырă пулăм, лайăххине хăвăрт хăнăхатпăр. Çавна май ачасене те çуртăн иккĕмĕш хучĕ çакăн пек мел сĕнет. Вĕсем кунта илемлĕ тĕрлĕ эрешлĕ сĕтелсем хушшинче хăйсен çуралнă кунĕсене, уявсене ирттерме пултарччăр – кунти юмахри сăнарсем те вăхăта савăк ирттерме хавхалантарĕç ача-пăчана. Çавăн пекех çитес вăхăтра «Бриз» закусочнăй çĕнĕ мелпе ĕçлеме пуçлĕ. Унта çемьепе, эрех-сăрасăр апатланма май пулĕ.

– Мĕн палăртнине йăлтах паянхи пурнăç ыйтать...

– Çапла, çавăн пекех паянхи рынок тапхăрĕ харпăр хăй ĕçне пуçаракансене те хÿтĕлеме, пулăшма ыйтать. Асăннă объект пысăк – пурне валли те вырăн çитет. Кунта офис пÿлĕмсем те пулмалла, çавăнпа та кăмăл тăвакансене пÿлĕмсене арендăна парассине пĕлтеретпĕр, хакĕсем пысăк мар. Кунта вырнаçса ĕçлес текенсен ыйтăвĕсене йышăнма пуçланă ĕнтĕ, çитес вăхăтра вĕсене пăхса тухатпăр.

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика