Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕмсем пур, ыйтусем те çук мар

11 апреля 2012 г.

Апрелĕн 9-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче анлă канашлу иртрĕ. РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕн ĕçченĕсем хăйсен кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕçĕсен итогĕсене пĕтĕмлетрĕç. Канашлу ĕçне право сыхлавĕн районти ытти органĕсен ертÿçисем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, РФ Шалти ĕçсен министерствин республикăри уйрăмĕн штаб пуçлăхĕ А. Кожемяков полковник, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Е. Плечов кăçалхи пĕрремĕш квартал итогĕсемпе паллаштарчĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен полицейскисен ĕçне лайăх енчен палăртмалла. Çакă Е. Плечов туса панă докладран та, уйрăмсен ертÿçисем тухса каланинчен те курăнать, А. Кожемяковпа Р. Тимофеев та çакна палăртрĕç. Апла пулин те кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем те çук мар. Кун пирки те канашлура сăмах пулчĕ.

Полици пайĕн çĕнĕ тытăмне йĕркеленĕренпе çур çул ĕнтĕ. Пĕр следователь, уголовлă шырав ĕçченĕн тепĕр штатне чакарнă, патрульпе пост службин сотрудникĕсем те 33 çынран 20 юлнă, 16 ял тăрăхĕпе участоксенче 10 уполномоченнăя çирĕплетнĕ. «Пирĕн халĕ тĕп тĕллев – сахалрах йышпах хамăрăн ĕç-хĕле пахалăх енĕпе палăрăмлă çĕнĕ шая çĕклесси», – терĕ А. Кожемяков кун пирки.

Полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем пĕтĕмĕшле илсен хăйсен ĕçне лайăхлатнине палăртрĕç канашлура. Апла пулин те вĕсем хушшинче хăйсен тивĕçне кирлĕ шайра туса пыманнисем те пур-ха. Пĕрлехи кăтартусем мĕнле пуласси вара кашни ĕçчен шанса панă ĕç участокĕнче ответлăха туйса вăй хунипе тÿрремĕнех çыхăннă. Ирĕкрен хăтарнă вырăнсенчен таврăннисем, условнă майпа айăпланисем, вăхăтран маларах ирĕке кăларнисем уйрăм учетра пулмалла. Вĕсене татах преступлени тăвас çул çине тăрассинчен асăрхасах тăмалла.

Обществăлла вырăнсенче тата урамра тăвакан преступленисен шучĕ ÿсни палăрать. Апла пулсан вырăнсенчи оперативлă лару-тăрăва лайăхрах курса-пĕлсе тăни кирлĕ. Патрульпе пост нарячĕсен преступлени пулма пултаракан, криминалпа çыхăннă вырăнсенче тăтăшах пулмалла. Иртнĕ 3 уйăхра вара обществăлла вырăнсенче тунă преступленисене 11 (унччен 4 пулнă), урамра тунисене 7 (3 пулнă) регистрациленĕ.

Январь–март уйăхĕсенче 106 преступление уçса панă, 86 çынна уголовлă майпа айăпланă. Преступленисене уçса парасси 88,3 процентпа танлашать е пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 5,5 процент чакнă. Кун пек лару-тăрупа лăпланма юрамасть. Манма кирлĕ мар: уçса паман преступлени çавăн йышши татах тепĕр преступлени çуратма пултарать. Кунпа пĕрлех унччен уçса парайман преступленисем пирки те манмалла мар. Вĕсем те вĕçĕмех куç ытамĕнче юлмалла.

Çул çитменнисем хушшинче преступлени тăвас çул çине тăракансем пурри шухăшлаттарма тивĕç. Çавна май ку тĕлĕшпе профилактика мероприятийĕсем ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçне те лайăхрах йĕркелес пулать, ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе уйрăмшар ĕçлессине те практикăламалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ятарлă программăпа килĕшÿллĕн муниципаллă пĕрлешÿсенчи хăрушсăрлăха тивĕçтерме 3250 пин тенкĕ уйăрма пăхнине пĕлтерчĕ. Ирĕклĕ халăх дружинисем валли укçа-тенкĕ те уйăрма палăртаççĕ.

Канашлу пирки пĕтĕмлетсе çавна каламалла. Преступленисене уçса парассинче, вĕсене асăрхаттарассинче, обществăлла йĕркелĕхе тивĕçтерессинче иккĕмĕш пĕлтерĕшлĕ ĕç пулма пултараймасть. Ку тĕлĕшпе палăрнă лайăх енсене сыхласа хăварни, тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерсе пыни кирлĕ. Чи малтанах вара кашнийĕнех хăйĕн должноçпа пăхнă тивĕçне чун туртнипе, ответлăха туйса пурнăçламалла.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика