11 апреля 2012 г.
Патшалăх автоинспекцийĕ çул çинче пулнă аварисене палăртассин правилисене улăштарнă. Ведомствăра шантарнă тăрăх, çĕнĕлĕх водительсемшĕн лайăхрах: справка çине пичет пустарма патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцине кайса çÿремелле мар. Унччен страхлакан компанисем аварие пула кÿнĕ тăкака саплаштарма пичет лартнă справка ыйтнă. Страховщиксен шучĕпе вара çĕнĕлĕхе пула автотранспорт хуçисен пурнăçĕ йывăрланать кăна. Çитменнине малашне инспекторсен аварие пула автомашинăн пулнă курăнман ванчăкĕсене кăтартма юрамасть.
РФ патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕ çул-йĕр çинчи аварисем пирки справкăсем парассипе территори подразделенийĕсене методика рекомендацийĕсем ярса панă. Паллă ĕнтĕ, ку справкăна компенсаци тÿлевĕ пама страхлакан компанисем ыйтаççĕ. Инспекци пуçлăхĕн çумĕ Владимир Кузин ăнлантарса панă тăрăх, справкăсем çырассипе пĕрлехи йĕрке çук пирки водительсемпе страховательсем хушшинче пĕр-пĕрне ăнланманни палăрать.
Рекомендацисенче икĕ çĕнĕлĕх пур. Пĕрремĕшĕнчен, çул çинче инкек пулсан айăплине патшалăх автоинспекци сотрудникĕ палăртнă чухне аварие лекнисене инспекторăн кирлĕ справкăна вырăнтах памалла. Хальхи практикăра водительсен документа пичетпе çирĕплетмелле. Анчах пичет автоинспектор çумĕнче çук. Апла пулсан ГИБДД уйрăмне каясах пулать. Ку вара вăхăтпа çыхăннă. Кун пирки Кузин çапла ăнлантарса панă: «Водительсен подразделение кайса çÿреме кирлĕ мар, хăш-пĕр страховани компанийĕсен кун пек требованийĕсене законодательствăпа пăхса хуман». Инспекцире тата çакăн пирки пĕлтернĕ: енчен те страховщиксен документ чăнлăхĕ пирки иккĕленÿ çуралать пулсан, компани кирек хăш вăхăтра та патшалăх автоинспекцине запрос яма пултарать.
Иккĕмĕш çĕнĕлĕх авари пулнă хыççăн тупса палăртнă ванчăксне палăртассипе çыхăннă. Халиччен авари пулсан инспектор справкăра куçа курăнакан ванчăксене кăна мар, унсăр пуçне пулма пултаракан юсавсăрлăх е ванчăксем пирки те асăннă. Вĕсене автомашинăна сервисра тĕплĕн тишкернĕ хыççăн кăна палăртма май пур. Малашне инспекторăн кун пек правă çук. Авари пулнă хыççăн çырнă справкăна та кайран хушса çырнисем кĕртме юрамасть. Апла пулсан страховщиксем клиента автоинспекцие кайса справкăна хушса çыртарма пултараймаççĕ.
«Пулма пултаракан куçа курăнман ванчăксем» фраза ăçтан тупăннă-ха; Ĕçĕ акă мĕнре. Хăш-пĕр страховщиксем инспектор справкăра кăтартнă юрăхсăра тухнă детальсемшĕн кăна тÿлеççĕ. Гаишниксем ку фразăна çырса клиента тÿлев илес тĕлĕшпе проблемăсем пуласран страхланă. Халĕ ĕнтĕ страхлакан компанисем клиентсенчен хушма справкăсем ыйтма тытăнĕç е пачах тÿлеме килĕшмĕç. «Ним çук çĕртен çынсен пурнăçне йывăрлатма мĕн тума кирлĕ пулнă», – тĕлĕнет «РЕСО-Гаранти» пуçлăхĕн çумĕ Игорь Иванов. Унăн шухăшĕпе кун пек лару-тăру икĕ-виçĕ уйăхран ытла пымалла мар. Ун хыççăн рынок çĕнĕ условисене хăнăхĕ. Пичет вара справка чăнлăхне çирĕплетекен пĕртен-пĕр паллă пулнă. Халĕ суя справкăсем хатĕрлесси те палăрма пултарать. Страхлакан компанисем вара инспекцие запроссем ярса справкăсен чăнлăхне тĕрĕслеме тытăнĕç. Клиентсемшĕн нимĕнле çăмăллăх та палăрмасть – вĕсен компани хурав илессе кĕтмелле пулĕ.
Иван БУРАНОВ.