11 апреля 2012 г.
Илемлĕ тум тăхăнннă Кристина тĕкĕр умĕнче савăк кĕвĕ çеммипе ăста ташăç евĕр вăр-вăр çаврăнать, тĕрлĕ хускану тăвать. Пÿлĕмре пĕр самантлăха хуçаланнă кĕвĕ-çемĕ самантне унăн хăюллă сăмахĕсем татрĕç.
– Апрель уйăхĕнче Шупашкар хулинче пысăк гала-концерт пулать вĕт, эпĕ çÿрекен «Тантăш» ушкăн унта хутшăнма тивĕçрĕ. Çавăнпа та кăшт пушă вăхăт тупăнсанах тĕрлĕ ташă хусканăвĕсене тăватăп. Хамăр пултарулăха кăтартма Мускав хулине те çитнĕччĕ эпир, халĕ те аптрамăпăр-ха, – терĕ Кристина хавхалануллăн.
Палăртма кăмăллă, хĕр ачан ăсталăхĕ вĕçсĕр-хĕрсĕр. Акă сĕтел тата çÿлĕк çинче вăл ăсталанă тĕрлĕ эреш, илем вырăн тупнă: çыхни, тĕрлени тата ытти. Вĕсене кашнинех чĕрĕлĕх сĕмĕ кĕртме тăрăшнă вăл. Кристина ăсталанă япаласене район тата ун тулашĕнче иртекен тĕрлĕ куравсенче асăрхама пулать. Çавăн пекех вăл эрешсене парнелеме те кăмăллать, харпăр хăй ăсталани пахарах вĕт.
Тĕрлĕ енлĕ аталаннă, Çатракасси ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Кристина Павлова спортпа та питĕ туслă. Вăл икĕ çул Адлер хулинче иртнĕ ăмăртăва хутшăнчĕ, шашкăлла выляса пĕрремĕш тата виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕ. Ăçтан-ха черченкĕ хĕр ачара çавăн чухлĕ пултарулăх тесе кăсăклантăм эпĕ.
– Пĕчченлĕхпе кичемлĕх мана валли мар. Çавăнпа та эпĕ тăтăшах хама валли тĕрлĕ çĕнĕлĕх тупатăп. Шашка вăййин туртăмĕ аттерен, ытти вара йăлтах аннерен, – терĕ хăюллăн Кристина.
Пултаруллă хĕр ача вĕренÿре те питĕ ăста, вăл Шупашкар хулинче вырнаçнă куç япăх куракан ачасен ятарлă шкулĕнче пĕлÿ пухать. Шкулта хăй тытăмлăх мелĕ ĕçлет, Кристина – вĕрентÿ ĕçĕн министрĕ. Вăл хутшăннипе кунта «Стремление» ятарлă хаçат кăлараççĕ.
Тăрăшулăха, пур енлĕ ăсталăха вара ответлă ĕçченсем асăрхамасăр хăвармаççех. Раççейри куç курманнисен районти обществăлла организацийĕ сĕннипе тата пулăшнипе кăçал Кристина Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илме тивĕçрĕ. Халĕ вара вăл аслă пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленет. Пултаруллă хĕр ачана малашне татах та пысăкрах çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунар.
Р. Илларионова.