Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕллесене тула кăларатпăр

07 апреля 2012 г.

Март вĕçĕнче е апрель пуçламăшĕнче, çанталăк çуркунне енне кайсан, омшаникри сывлăш та 5–6 градус таран е унтан та ытларах ăшăнса каять. Ун пек чухне хуртсем шавлама пуçлаççĕ. Мĕншĕн тесен çакă хуртсемшĕн питĕ сиенлĕ. Вĕсем нумайăшĕ вĕллерен вĕçсе тухса вилеççĕ. Çавăнпа та хуртсене омшаникран кăларса лартас вăхăт питĕ ответлă тапхăр шутланать.

Хуртсене кăларса лартас умĕн омшаникра сывлăш ытла ăшăнса каять пулсан çĕрлесенче алăка уçса хумалла та тул çутăлас умĕн хупмалла. Алăка вăхăтра хупмасан хуртсем çутта вĕçсе тухма пултараççĕ. Кăнтăрла сывлăш ан ăшăнтăр тесен юр тултарнă савăтсем кĕртсе лартма юрать. Юр çине кăштах тăвар сапмалла. Çапла туни сывлăша часах сивĕтме пулăшать.

Вĕллесене паян-ыран кăларса лартас умĕн омшаникри ăшă сывлăша сивĕтме питĕ йывăр. Çавăнпа хуртсене чи малтан хĕвеллĕ кунсенче кăларса лартма пур енчен те хатĕр пулмалла. Пирĕн тăрăхра çав кунсем мартăн 21-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 15-мĕшĕччен пулаççĕ.

Вĕллесене çанталăк ăшăтнă тĕле кăларса лартма май пултăр тесен утар лаптăкне юртан тасатса хатĕрлемелле. Вĕлле лартмалли тункатасем тавра юр чавмалла, йĕри-тавара кĕл, вак çĕр кăмрăкĕ сапмалла. Çапла пĕр виçĕ хутчен сапнă хыççăн утар лаптăкĕ пĕр эрне маларах юртан тасалса çитет. Кăларас кунне вĕлле вырăнне улăм сапаласа хумалла.

Омшаникра 9 градус таранах ăшăнса кайсан (ун чухне хуртсем питĕ хытă шавлаççĕ) вĕллесене каçалапа тула кăларса лартмалла. Тулта хуртсем лăпланаççĕ.

Кăçал апрелĕн 1-мĕшĕнче хĕвеллĕ вырăнта сывлăш 13 градус таранах ăшăнчĕ. Кăларса лартнă тата юр айĕнче хĕл каçнă вĕллесенчи хуртсем вĕçсе тухса хĕллехи каяшран тасалчĕç. Анчах та вĕлле хурчĕ тытакан кашни çын çак ĕçе пурнăçлама ĕлкĕреймерĕ.

Çанталăк 12–13 градус ăшăра хуртсене омшаникран 11–12 сехетчен кăларса пĕтермелле. Вара хуртсем кăнтăрлахи ăшă вăхăтра вĕçсе юлаççĕ. Вĕллесене кăларса лартнă кунах, хуртсем вĕçсе лăпланнă хыççăн, вĕллесенче апат пуррипе çуккине тĕрĕслемелле. Кĕркунне хатĕрлесе хунă пыл рамкисене пÿртре ăшăтса апат çуккисене лартса памалла. Вĕллесене питĕ ăшă тытмалла. Хуртсене пăхнă вăхăтра «тĕтĕмлемеллипе» усă курмалла.

Çуркунне таса вĕллесем кирлĕ пулаççĕ. Хĕл каçнă вĕллесенчи хуртсене çавăнта куçармалла. Куçарнă вăхăтра сывлăш температури 16 градус ăшăран кая пулмалла мар. Куçарнă вăхăтра вĕлле ăшă пулмалла. Кивĕрех, хура, сăрăллă рамкăсене вĕлле хĕрнерех хăвармалла, кайран кăларса илмелле.

Çăвăрлă рамкăсене тепĕр вĕллене куçарнă вăхăтра нумай вăхăт уçăра тытмалла мар. Сапнă çăвăрсем шăнса вилме пултараççĕ. Çулленех кашни вĕллерен кивĕ те япăхса илнĕ рамкăсене 30 процент таранах улăштармалла. Мĕншĕн тесен кашни çăвăр тухмассеренех карас куçĕнче çăвăр кĕпи юлать. Карас куçĕ пĕчĕкленсе пырать, вĕтĕ хуртсем тухма пуçлаççĕ, пыл илесси те чакать. Хурт çемйи пĕтме пултарать.

Утарта амасăр вĕллесем пур пулсан вĕсене ама пур вĕллесенчи çемьесемпе пĕрлештермелле. Амасăр вĕллесене пыл хурчĕсем тапăнаççĕ.

Çуркунне кашни вĕллере 7– 8 килограмран кая мар пыл пулмалла. Пыл хурчĕ усракан çыннăн яланах тимлĕ пулмалла, паян тумалли ĕçе ырана хăвармалла мар. Хуртсене лайăх пăхсан вĕсем хăйсен сиплĕ пылĕпе пире яланах хăналаççĕ.

Илья Яковлев.

Хурăнкасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика