07 апреля 2012 г.
Кăчкă праçникĕ умĕнхи шăмат кун Чиркÿ Иисус Христос Лазаре чĕртсе тăратнă тĕлĕнтермĕше асăнать. Çапла туса Иисус хăйĕнче Турă вăйĕ пулнине тата каярах Хăй те çапла чĕрĕлсе тăрассине, вилнисем Турă Сучĕ кун пурте чĕрĕлессине ĕнентернĕ.
Лазаре чĕртсе тăратнă шăмат кун кăçал тивлетлĕ Мария хăй Турă Ывăлĕн Амăшĕ пуласси çинчен ангелран ырă хыпар илтнипе пĕр кун килет.
Тепĕр кунне, вырсарни кун, Евангелире çырнă тăрăх Иисус Христос çамрăк ашак çинче ларса Иерусалим хапхинчен кĕнĕ. Ăна халăх хапăл туса пальма турачĕсемпе кĕтсе илнĕ. Çак туратсене çынсем Иисус пыракан çул çине хурса тухнă, ăна сума суса юрланă...
Раççейри халăхсем чиркĕве кăчкă тураттисем илсе каяççĕ. Вĕсене тасатса киле илсе килнĕ, тÿрех курăнмалла хуман, иконăсем хыçне хунă.
Кăчкă праçникĕ хыççăнхи эрне – Иисус Христос Турă асапланнă эрне (Страстная седмица). Çак вăхăтра православи тĕнĕнчи çынсем пур çынна çăлассишĕн Иисус Христос хĕрес çинче асап тÿснине асăнаççĕ. Иисус Христос Турă асапланнă эрнене Таса эрне тесе калаççĕ: çыннăн кĕлеткипе те, чунĕпе те (кĕлтуса) уйрăмах таса пулмаллине пĕлтерет çакă. Эрнери кашни кун святой кун шутланать. Вĕсен кашнин хăйĕн пĕлтерĕшĕ, уйрăмлăхĕ пур.
Аслă тунти кун Мăн куна хатĕрленме пуçламаллине аса илтерет. Чи çирĕп типĕ пуçланать. Çăкăр, пахча çимĕç тата улма-çырла кăна çиме юрать. Мăнастирсенчи устав тăрăх вара пачах та çимелле мар.
Аслă ытлари кун чиркÿсенче ятарлă притчăсем вулаççĕ. Сĕтел çинче чĕрĕ апат кăна пулмалла, хĕвел çаврăнăш çуне те çиме юрамасть.
Аслă юн кун Иуда вăтăр кĕмĕл укçашăн Иисус Христоса сутнине асăнаççĕ. Ытлари кунхи пекех апатланнă.
Аслă (Таса) кĕçнерни кун тул çутăличчен çăвăнса илеççĕ, килте тирпейлеççĕ, кĕпе-йĕм çăваççĕ. Чиркÿсенче Иисус Христос Турă вĕренекенĕсене пĕрремĕш хут Хăйĕн Ÿчĕпе Юнне ăша илтернине аса илеççĕ. Апостолсем хыççăн Иисус Христос Турă каланă тăрăх пур çынна та Унăн Ÿчĕпе юнне ăша илтерме тытăннă.
Аслă эрне кун ĕненекенсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ шутланать. Мĕншĕн тесен эрне кун Иисус Христос хĕрес çинче асапланса вилнĕ.
Аслă шăмат кун Иисус Христос Турăна пытарнă кун ячĕпе литурги ирттереççĕ. Çак кун çăмартасем хĕретеççĕ. Кашнинех ĕçсене пĕтерсе чиркĕве кĕлле кайма тăрăшмалла. Мăн куна унта кĕтсе илни усалтан тасалнине, çĕнĕ таса пурнăçпа пурăнма тытăннине пĕлтерет.