07 апреля 2012 г.
Муркаш тăрăхĕнчен литературăпа искусствăра, культурăра, вĕрентÿ ĕçĕнче палăрнă çынсем чылаййăн тухнă. Кашниех халăхăмăр асĕнче. Вĕсем хушшинче хальхи вăхăтра та тăван халăх аталанăвĕшĕн ырми-канми ĕçлекенсем пур. Вĕсенчен пĕри – филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Леонид Павлович Сергеев профессор. Ун пирки Муркаш тăрăхĕ çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхĕ, тĕнче ăслăлăхĕ пĕлет. Вăл тăван чăваш чĕлхине тĕпчесе тĕрĕк халăхĕсем хушшинче хăйне евĕр сумлă вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Паян республикăри шкул ачисем вăл хатĕрленĕ кĕнекесемпе вĕренеççĕ. Леонид Павлович çырнă наука ĕçĕсемпе чĕлхе ăслăлăхĕ куллен усă курать.
Л. Сергеев пек пултаруллă, ĕçчен, мал ĕмĕтлĕ çынсем пулас ăру валли ырă тĕслĕх пулччăр тесе вĕсен ячĕсене çĕр-шыври тĕрлĕ обществăлла организацисем тĕрлĕ кĕнекесене кĕртеççĕ. Вĕсенчен чи паллăраххи те сумлăраххи – «Раççей пуласлăхĕ пултаруллă ачасенче» энциклопеди издательстви. Асăннă организаци çак ярăмпа çулсерен Раççейри пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ, тĕнче шайĕнче пысăк ĕçсем тунă çынсемпе паллаштаракан энциклопеди кăларать. Çак биографи энциклопедийĕнче пурĕ пин-пин çын çинчен вуласа пĕлме пулать. Вăл 3000 страницăран тăрать. 2011 çулта «Раççей пуласлăхĕ пултаруллă ачасенче» ярăмăн черетлĕ 6-мĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Унта 16 пин ят.
Çак сумлă кĕнекене Муркашсем те чылаййăн кĕнĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах Л. Сергеев профессор. Ун пирки «Хисеп хăми» рубрикăра 363-мĕш страницăра вуласа пĕлме пулать.
Л. Сергеева тĕнчери пултаруллă çынсен «Кто есть кто;» энциклопеди словарьне те кĕртнĕ. Асăннă словаре кашни çĕр-шывпа уйрăмшарăн кăлараççĕ. Раççейре ку кĕнекене 2010 çулта кăларнă. Унта Чăваш Республикинчен 40 çын кĕме тивĕçнĕ. Вĕсем пурте наукăра, политикăра, экономикăра, культурăпа искусствăра палăрнă çынсем. Л. Сергеевсăр пуçне унта Муркаш тăрăхĕнчен тухнă, ăслăлăхра палăрнă, И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш Патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕн деканне, филологи ăслăлăхĕсен кандидатне Е. Андреева доцента та кĕртнĕ. Нумаях пулмасть пирĕн ентешсене асăннă энциклопедие кĕнине çирĕплетекен дипломпа тата «Вĕрентÿ аталанăвне тÿпе хывнăшăн» медальпе чысларĕç.
Е. ЕРШОВА, О. ЯКУШКИНА,
ЧППУ ЧФФ студенчĕсем.