07 апреля 2012 г.
Иртнĕ çул вĕçĕнче район ĕçченĕсемшĕн парне пулчĕ, Муркаш салинче пысăк калăпăшлă бизнес-инкубатор çурчĕ çĕкленчĕ. Халĕ вара Муркашри рынок пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсене производство бизнес-инкубаторта вырнаçса ĕçлеме йыхравлать, çавна май пуçаруллă çынсем хушшинче ятарлă конкурс ирттерет. Çĕнĕ объект тĕллевĕ тин кăна ура çине тăракан пуçаруçăсене малтанхи утăмсем тума е рынок условийĕнче çунат сарма пулăшасси пулса тăрать.
Асăннă конкурса вăхăтра заявка тăратнă, документсене тĕрĕс йĕркеленĕ, конкурс условийĕсене туллин пăхăнакан юридически лицосемпе уйрăм предпринимательсем хутшăнма пултараççĕ.
Конкурс комиссийĕнче пăхса тухма панă пичетленĕ конвертра заявка; учредитель тата патшалăх регистрацийĕн докуменчĕсен копийĕсем (юридически лицосен); предприниматель патшалăх регистрацийĕн свидетельстви (индивидуаллă предпринимательсен); производство ĕçĕпе çыхăннă бизнес-план; иртнĕ çулти тата кварталти налук органĕ çирĕплетнĕ бухгалтери отчечĕн копийĕ; бюджет тата бюджет мар фондсем умĕнчи парăм, вăл шутра штраф, финанс санкцийĕ çуккине палăртнă, налук органĕ çирĕплетнĕ документ; республика е ытти бюджета каялла тавăрса памалли укçа-тенкĕ тĕлĕшпе парăм юлманнине район администрацийĕн финанс пайĕ çирĕплетнĕ документ. Çÿлерех асăннă документсене пичетпе тата алă пусса çирĕплетмелле, ИНН номерне, патшалăх регистрацийĕн реквизичĕсене палăртмалла. Заявка формине Муркашри рынок администрацийĕнчен илме пулать, çавăн пекех электронлă мелпе те усă курма май пур. Асăннă объектри производство пÿлĕмĕн пĕр тăваткал метрĕ 50 тенкĕ, офис пÿлĕмĕн пĕр тăваткал метрĕ 190 тенкĕ тăрать.
Документсен тулли пуххине апрелĕн 23-мĕшĕнчен кая юлмасăр Муркашри рынок администрацине илсе çитермелле. Конкурс пирки тĕплĕнрех 63-3-45 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать. Заявкăсене апрелĕн 26-мĕшĕнче производство бизнес-инкубаторĕн ларусен залĕнче 10 сехетре пăхса тухаççĕ.