07 апреля 2012 г.
Депутатсен районти Пухăвĕн кăçалхи мартăн 22-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ 16-мĕш ларăвĕнче ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе пĕрлех «Район администрацийĕн структурине улшăнусем кĕртесси çинчен» ыйтăва та пăхса тухнăччĕ. Депутатсем администраци структури тĕлĕшпе хăш-пĕр улшăнусем кĕртесси пирки йышăну турĕç. Çапла вара мĕнле улшăнусем пулса иртмелле, мĕнпе çыхăннă вĕсем; Çак ыйтусем çине хурав пама ыйтрăм район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕпе Александр КРАСНОВПА тĕл пулнă май.
– Александр Валерианович, район администрацийĕн структуринчи мĕнле улшăнусем пирки сăмах пырать-ха?
– Унччен район администрацийĕн структуринче ял хуçалăх тата экономика пайĕсем хăйсене уйрăм пайсем шутланнă. Депутатсен районти Пухăвĕн 2011 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнчи С-11Ÿ8 " йышăнăвĕпе вĕсене пĕрлештерме йышăннăччĕ. Çавăнтанпа ку пай экономика тата агропромышленноç комплексне аталантарассин пайĕ шутланать. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ малтанхи пекех юлнă. Халĕ вара çак икĕ пай малашне пĕр управление – агропромышленноç комплексне аталантарассин тата муниципаллă харпăрлăх управленине пăхăнать. Асăннă управлени ĕçне-хĕлне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсенчен пĕри йĕркелесе ертсе пырать.
Çак вăхăтчен пирĕн район администрацийĕн тытăмĕнче капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ пулнăччĕ. Асăннă управлени ытларах строительство ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ. Халĕ вăл ответлă пулса тăракан, татса пама тивĕç ыйтусен калăпăшĕ ÿсмелле. Унăн функцийĕсем шутĕнче шывпа, çут çанталăк газĕпе тивĕçтересси, çулсене пăхса тăрасси тата ытти ыйтусем те пулĕç. Çавна май асăннă управлени ячĕ те улшăнать. Малашне вăл капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕ пулать. Асăннă управлени пуçлăхĕ те район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса тăрать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн виççĕмĕш çумĕ социаллă блокшăн ответлă шутланать. Вăл – район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн социаллă аталану енĕпе ĕçлекен çумĕ, пай пуçлăхĕ. Кунта малашне йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ, культура тата архив ĕçĕсен пайĕ, физкультурăпа спорт тата туризм секторĕ, опека тата попечительство ыйтăвĕсемпе ĕçлекен сектор, çул çитмен çамрăксен комиссийĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен сектор кĕреççĕ.
Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен секторĕ пулнăччĕ. Асăннă сектор татса паракан ыйтусен пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ юлашки вăхăтра пĕчĕкех пулманнине шута илсе унран пай йĕркеленĕ. Ку вăл малашне район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕ пулса тăрать.
– Мĕнпе çыхăннă-ха район администрацийĕн структуринче туса ирттерекен улшăнусем; Е «çÿлтен» хушу пур-и кун пирки;
– Кĕскен калас пулсан асăннă улшăнусем – вăхăт ыйтăвĕ. Кун пирки нимĕнле хушу таврашĕ те çук. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи майăн 26-мĕшĕнчи 152-мĕш номерлĕ «Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсен тĕп аппарачĕн структурин стандарчĕ çинчен» йышăнăвне кăна асăнма пултаратăп. Кунта администраци аппарачĕн структури тĕлĕшпе пĕтĕмĕшле кăтартусем кăна. Улшăнусене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пирки калакан 131-мĕш номерлĕ Федераллă саккуна тĕпе хурса пурнăçа кĕртме палăртнă. Юлашки хут район администрацийĕн структуринче пĕтĕмĕшле улшăнусем 2007 çулта пулнăччĕ. Ун хыççăн пĕрремĕш улшăну иртнĕ çул вĕçнерех пулчĕ.
Çавна палăртмалла. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, аталанать. Улшăнусем куллен тенĕ пекех сахал мар пулса иртеççĕ. Умра тăракан татса памалли ыйтусен пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ, ĕç мелĕсем те улшăнса пыраççĕ. Çавна май структура улшăнăвĕсем вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе район администрацийĕн ĕç-хĕлне эффективлăрах йĕркелессипе çыхăннă та.
Калăпăр, маларахри вăхăтра пирĕн район ытларах енпе ял хуçалăх районĕ шутланнă, ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси тĕп вырăнта пулнă. Юлашки вăхăтра промышленноç продукцийĕ туса кăларасси мала тухса пыни сисĕнет. Ку вăл чи малтанах «Сеспель» предприяти ÿсĕмлĕ ĕçлесе пынипе çыхăннă. Çак улшăнусене шута илмесĕр май çук.
Экономика тата агропромышленноç комплексне аталантарассин пайĕпе пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайне экономика, агропромышленноç комплексне аталантарассин тата муниципаллă харпăрлăх управленине пĕрлештерни пирки çавна та каламалла. Асăннă улшăнусене пурнăçа кĕртнĕ май çĕнĕ предприятисем йĕркелессин, ĕç вырăнĕсем тăвассин, производствăна аталантарассин тата ытти ыйтусене малашне комплекслă, пĕр управленипе кăна çыхăнса татса пама майсем пулĕç. Çакă ял хуçалăхĕн, производствăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерĕ, çĕнĕ производство мелĕсене пурнăçа кĕртме инвестицисем хывма лайăхрах, çăмăлрах, уçăмлăрах майсемпе мелсем туса парĕ. Унччен вара пĕр ыйтăва татса парас пулсан район администрацийĕн сахалтан та 2 – 3 пайĕ «витĕр» тухма тивнĕ.
– Администраци структуринчи улшăнусем ытти районсенче те пулса иртеççĕ-и?
– Каларăм ĕнтĕ, ку улшăнусем вĕсем вырăнти пурнăçпа, вырăнта татса паракан ыйтусемпе çыхăннăскерсем. Çавăнпа та кунта пĕр пек йĕрке, шаблон е стандарт таврашĕ пулма пултараймасть. Апла пулсан администраци структуринче мĕнле улшăнусем туса ирттерессин, мĕнле пайсем, секторсем йĕркелессин, управленисем туса хурассин ыйтăвĕсене те кашни район администрацийĕ, вырăнсенчи депутатсем хăйсем татса параççĕ.
В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.