Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юридици пулăшăвĕ – тÿлевсĕр

07 апреля 2012 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин 2012 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ çинчен» кăларнă 20-мĕш номерлĕ саккунне алă пуснă.

Ку саккуна федерацин 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнчи тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ çинчен» саккунне пурнăçа кĕртес тата Раççей Федерацийĕн гражданĕсене Чăваш Республикинче квалификациллĕ юридици пулăшăвĕпе тÿлевсĕр усă курма майсем туса парас тĕллевпе йышăннă.

Асăннă саккунра Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсен граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă полномочийĕсене, юридици пулăшăвĕпе тÿлевсĕр усă курма ирĕк пур граждансен категорийĕсене, патшалăхăн çак тытăмне хутшăнакансене, вĕсене пулăшу кÿрессин тĕслĕхĕсене тата йĕркине, адвокатсемпе ытти субъекта тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕн патшалăх тытăмне хутшăнма ирĕк парассине палăртнă, çакăнпа çыхăннă мероприятисене финанслассин тĕп йĕркисене çирĕплетнĕ т.ыт.те.

Саккунпа килĕшÿллĕн тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе çак çынсене тивĕçтерĕç:

I тата II ушкăн инваличĕсене;

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, Раççей Федерацийĕн, Совет Союзĕн тата Социализм Ĕç Геройĕсене;

сусăр тата тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă пепкесене тата вĕсен саккунлă представителĕсене (енчен те вĕсем çак ачасен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илес тесен);

çемьере кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăш Чăваш Республикинче çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен пĕчĕкрех граждансене;

социаллă хÿтлĕх кирлĕ ытти гражданина.

Саккунра йышăннă тĕслĕхсенче Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсем тата вĕсен ведомствинчи учрежденисем (вĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕ палăртать), патшалăх тытăмне хутшăнакан адвокатсем юридици пулăшăвĕпе тÿлевсĕрех тивĕçтерĕç:

право консультацийĕ парса – сăмах вĕççĕн тата çырса;

заявлени, çăхав, ыйтса çырни тата правăпа çыхăннă ытти документа хатĕрлемешкĕн пулăшса;

граждансен интересĕсене судсенче, патшалăх тата муниципалитет органĕсенче, организацисенче хÿтĕлесе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика