Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана лагере ярас тесен

07 апреля 2012 г.

Хула тулашĕнчи лагерьсенче çуркуннехи каникулта 60 ача канса сывлăха çирĕплетме ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Халĕ вара район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕнче çуллахи вăхăтра ачасен канăвне йĕркелес кампанин хĕрÿ тапхăрĕ пырать. Кун пирки тĕплĕнрех каласа пама пай пуçлăхĕ З. Дипломатова кăмăл турĕ:

– Çуллахи вăхăтра хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче канма пирĕн район валли 235 путевка уйăрнă. Республикăра ачасен канăвне йĕркелессине, сывлăха çирĕплетессине ятарлă йĕркепе палăртнă. Унпа килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕсем е ачан саккунлă представителĕсем путевка туянма заявлени çыраççĕ, унпа пĕрлех ашшĕн е амăшĕн паспорчĕн копине (саккунлă представитель пулнине çирĕплетекен документ копине), ача çуралнине ĕнентерекен хутăн копине тата ачана вĕрентÿ учрежденийĕнчен панă справка тăратаççĕ.

Районти вĕрентÿ пайĕнче заявленисене апрелĕн 16-мĕшĕнче йышăнма тытăнаççĕ. Çав кунах лагерьсене кайма путевка туянас текенсем валли республикăн влаç органĕсен порталĕ çинче автоматизациленĕ система ĕçлеме тытăнать. Унта хăш лагере, миçемĕш сменăна каяссине те палăртма пулать. Даннăйсене çак автоматизациленĕ системăна кĕртсен ашшĕ-амăшне уведомлени параççĕ.

Электронлă майпа заявленисене ирхи 8 сехетрен пуçласа 19 сехетчен йышăнаççĕ, шăмат кунсерен – 14 сехетчен, вырсарни кун – кану кунĕ. Вĕрентÿ пайне ĕç хучĕсем тăратнă тата заявлени çырса панă хыççăн даннăйсене республикăн автоматизациленĕ системине ятарласа палăртнă операторсем кĕртеççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕсен заявленийĕсене регистрациленĕ журналти черете пăхса ĕçлеççĕ.

Путевка паманни те пулма пултарать. Сăлтавĕсем çаксем: лагерьте урăх вырăн çукки е ача ку çулта унччен путевкăпа каннă пулсан.

Çак çĕнĕ йĕркепе кăçал пĕрремĕш хут ĕçлетпĕр. Республикăри 19 лагерь çуллахи вăхăтра ачасене йышăнма хатĕр. Ашшĕ-амăшĕ вара лагере хăй суйласа илме пултарать тата ачине унта хăй тĕллĕн леçсе ярать. Шута хумалли сăлтава пула ача палăртнă кун лагере каяймасть пулсан путевкăна ăçта туяннă, çавăнта çийĕнчех каялла тавăрса памалла. Ытти сăлтава пула ача лагере палăртнă кун çитмерĕ пулсан тата путевкăна каялла тавăрса паман пулсан (лагере вырнаçиччен пĕр кун маларах) унпа усă курнă шутланать.

Путевка хакĕсем пирки тата камăн мĕн чухлĕ тÿлеме тивессине хаçатăн кăçалхи 22-мĕш номерĕнче (4 стр.) пĕлтернĕччĕ.

Февральте шкулсенче ирттернĕ анкета ачасем ытларах «Чайка», «Белые камни», «Лесная сказка» тата «Утес» лагерьсене кăмăлланине пĕлтĕмĕр. Хальхи вăхăтра эпир «Чайкăпа» активлă ĕçлетпĕр. Çуллахи вăхăтра унта миçе ача канма каясси пирки те килĕшÿ тунă. Çапла вара лагерь администрацийĕ 1-мĕш сменăра Муркаш районĕнчи 65 ачана, 2-мĕш сменăра – 80 ачана, 3-мĕш сменăра – 60 ачана, 4-мĕш сменăра – 30 ачана йышăнассине пĕлтерчĕ.

Ыйтусем пулсан 62-0-92 номерпе шăнкăравлама пултаратăр.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика