Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕх уйăхлăхĕ иртет

07 апреля 2012 г.

Таврара хальлĕхе юр хулăн выртать. Апла пулин те ăшă кунсем çывхарнă май вăл ирĕлесси те хăвăртланĕ. Çавна май тавралăха хĕл каçа юр айне пулнă çÿп-çап тухса туласси вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та тăван тавралăха илем кĕртессипе паян ырана хăвармасăр ĕçлесе пымалла. Çакна шута хурса район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев Муркаш енри ялсене санитари тĕлĕшĕнчен тирпей-илем кĕртессипе уйăхлăх ирттересси пирки йышăну кăларнă.

Уйăхлăх ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланса çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать. Çак вăхăтра район территорийĕнче вырнаçнă предприяти-организацисен хăйсене çирĕплетсе панă территорисене хăт кĕртессипе ĕçсем туса ирттермелле.

Ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен те ĕç планĕсем тумалла. Шыв илмелли вырăнсене, çăва картисене, машинăпа трактор паркĕсене, урамсемпе çуртсен кил хушшийĕсене тирпейлесси пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Тирпейлĕхе хăй еккипе яманни районти пушар хăрушсăрлăхне те тивĕçлĕ шайра тытма пулăшать.

Уйăхлăх епле иртни пирки район хаçачĕ çутатсах тăрĕ.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика