Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт нумаях юлмасть

07 апреля 2012 г.

Районти агропромышленноç комплексĕн пур предприятийĕсенче те çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленес ĕçсем анлă сарăлнă. Ответлă тапхăр валли дизель топливи, минераллă удобренисем кÿрсе хураççĕ, техникăна хатĕрлеççĕ. Удобренисем турттарассине «Путь Ильича» агрофирмăра, «ВаСем», Ильич яч. хис., Суворов яч. хис., Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче япăх мар йĕркеленĕ.

Хуçалăхсенче çурхи культурăсен вăрлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ăна ака ĕçĕсем валли çителĕклĕ янтăланă. «Восток», «Передовик», Чапаев яч. хис. хуçалăхсенче, «Колос» обществăра, «Путь Ильича» агрофирмăра, фермер хуçалăхĕсенчен ытларахăшĕнче çурхи тĕш тырă культурисен пĕтĕм вăрлăхĕ кондициллĕ. Ытти хуçалăхсенче те вăрлăха ака кондицине çитерес ĕçсем пыраççĕ.

Кăçал агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсем çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 11,6 пин гектар акса хăварма, 1165 гектар çĕр улми, 199 гектар пахча çимĕç культурисем акма-лартма, 1493 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем, 363 гектар силослăх культурăсем акма палăртаççĕ. 4145 гектар çинче кĕрхи культурăсене тата 6 пин гектар ытла нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелесе нÿрĕк хупласа хăварма тата минераллă удобренисемпе апатлантарма пăхнă.

Апрелĕн 13-мĕшĕнче вара «Путь Ильича» агрофирмăра çур аки ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерессипе агрономсемпе инженерсен районти конференцине ирттерме палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика