04 апреля 2012 г.
Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче çуртри вăрлăхĕн пахалăхĕ мĕнле пулнине кăтартни
(ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне)
Колонкăсенче: 1. Тĕрĕсленĕ (центнерпа). 2. Кондициллĕ вăрлăх (процентпа). 3. Кондицие ларман вăрлăх пĕтĕмпе. 4. Вăл шутран тасалăхпа. 5. Çум курăк вăррисемли (центнерпа). 6. Тырă алассипе ĕçлекен бригадăсем.
Е. Андреев яч. хис. 1200 54 550 550 550 1
«Восток» 1200 100 0 0 0 –
«Герой» 1706 81 317 175 0 1
Ильич яч. хис. 3050 49 1550 1550 1550 2
«Путь Ильича» 1290 100 0 0 0 –
«Моргаушская» 500 60 200 200 200 –
«Оринино» 2207 80 439 439 439 –
«Передовик» 1198 100 0 0 0 –
«Свобода» 2472 73 658 658 658 1
Суворов яч. хис. 2510 94 140 140 0 1
«Ударник» 3131 82 561 561 0 –
Чапаев яч. хич. 1175 100 0 0 0 –
Чкалов яч. хис. 1150 0 1150 1150 1150 1
«ДаАн» 300 0 300 300 300 –
«Колос» 300 100 0 0 0 –
Мичурин яч. хис. 891 11 791 791 791 –
КФХ Петрова И. В. 130 100 0 0 0 –
КФХ Толстов А. И. 500 0 500 500 0 –
КФХ Бархаткин В. В. 1300 91 120 120 0 1
КФХ Трепнев А. А. 500 100 0 0 0 1
КФХ Серафимов П. Ф. 50 100 0 0 0 –
КФХ Горбунов 600 100 0 0 0 1
ООО «ВаСем» 920 0 920 920 920 1
ООО «Гея» 250 0 250 250 250 –
ООО «Бездна» 250 60 100 100 100 –
РАЙОНĔПЕ 28780 70 8546 8404 6408 11
Çурхи шыв вăйлăрах аннă май çурхи ака-суха вăхăчĕ те кунсерен çывхарать. Ĕçсен вăр-варлăхĕ, вĕсене вăхăтра пурнăçлама тăрăшни тата паха вăрлăх хатĕрлесе маларахах пысăк тухăç никĕсне хывса хăварни хресченшĕн пĕлтерĕшлĕ. Ака уйăхне кĕтĕмĕр. Сисмĕпĕр те – çур аки ума тухĕ. Çывăхри çак ответлă тапхăра эпир уйрăмах паха вăрлăх янтăлассипе паян епле хатĕр-ха? Хуравĕ çÿлерех илсе кăтартнă таблицăран аван курăнать. Вăрлăхăн пысăк пайĕ тасалăхпа ака кондицине ларманни хуçалăхсем иртнĕ çул гербицидсемпе япăх ĕçленине тата вырма вăхăтĕнче йĕтемсем çинчи ĕçе япăх йĕркеленине кăтартать. Паян вара хывса хăварнă вăрлăх çĕр ĕçченĕн чунне туллин тивĕçтереймест. Çав вăхăтрах паян хуçалăхсен вăрлăх улăштарассипе çанă тавăрса ĕçлесчĕ. Ку ĕçе те кая хăварас марччĕ.
Кондициллĕ вăрлăх 70 процента çитрĕ. Çав вăхăтрах эсир таблицăра 9 хуçалăхра янтăланă вăрлăх пĕтĕмпех ака кондицине тивĕçтерет пулсан, çакă вăрлăх хатĕрлессипе пурте çывăрманнине çирĕплетет.
Çанталăк уяр та хитре, ăшă тăрать. Ку вăхăт вăрлăх аласа ăна кондицие лартма питех те меллĕ. Пĕлтĕр çак тапхăра кондициллĕ вăрлăх хуçалăхсенче 79 процент пулнă пулсан, кăçал ку енĕпе ĕçлемелли уйрăмах чылай иккенни куç умне тухать. Çакна ăнланса паян вăрлăх алас ĕçсем Ильич яч. хис., «Герой», Чапаев яч. хис., Чкалов яч. хис., Суворов яч. хис., «Свобода» пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе В. Бархаткинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче кăна пыраççĕ.
Умра тăракан тепĕр ыйту вăл – элитăллă паха вăрлăх туянасси. Ăна хамăр районтах туянма пулать. Çавна валли Ильич ячĕпе хисепленекен, «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе, В. Бархаткинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕпе çыхăнма сĕнетĕп. Çак çулпа кайса пĕр тонна паха вăрлăх акса ÿстерсен 2 çул хушшинче хуçалăхри вăл е ку культурăн пĕтĕм вăрлăхне элитăна лартма пулать.
Паян районта аталану питомникĕнчи суперэлита вăрлăх пĕтĕмпе 3,2 процент, элитăллă вăрлăх пурĕ 13,64 процент, 1-мĕш репродукцилли – 24,9 процент, 2-мĕш репродукцилли – 18,2 процент, 3-мĕш репродукцилли 6 процент пулсан, массăллă тата сортсăр вăрлăх – 21,8 процент. Паянхи вăхăтра «Вăрлăхпа ĕçлесси çинчен» федераллă саккун акара паха вăрлăхпа çеç усă курма сĕнет.
Çур акичченхи вăхăтпа хуçалăхсенче туллин усă курса юласса, тивĕçлĕ йышăнусем тăвасса шанатăп.
А. ПОПОВ,
ЧР «Россельхозцентр» ФГБУ филиалĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ.