04 апреля 2012 г.
Çăкăртан асли çук тесе халăхра ахальтен каламан. Шел пулин те паянхи пурнăçра эпир çак чăнлăха магазинсенчи сентресем тĕрлĕ йышши апат-çимĕç йăтăнса ларнипе танлаштаратпăр. Хамăр вара вĕсене епле туса кăларнипе те, вĕсенчен ытларахăшĕ çисен пирĕн организма сиен кÿме пултарнине те пĕлместпĕр тата çакăнпа интересленместпĕр те. Малашне те кун пекех пурăнсан ăçта кайса тухма пулать-ха; Паянхи куна эпир çулсерен икĕ миллион тоннăна яхăн аш-какай хĕрĕх ытла патшалăхран туянатпăр. Мĕн кăна илсе килмеççĕ пулĕ пирĕн патшалăхăмăра – чăх тукмакĕнчен пуçласа кенгурупа буйвол ашĕ таранах.
Çак продукцие пăхатăп та чун ыратать, лайăх вăхăтсене аса илсен куççуль тухать. Çав вăхăтрах йĕри-тавралла тинкеретĕн та мĕн чухлĕ çĕр çум айĕнче выртать, мĕн чухлĕ ферма ишĕлсе ларать, мĕн чухлĕ ытти производство хуралти юхăнать; Акса-туса илекен çĕрсем çинче те агрономи наукине пăхăнса ĕçлемеççĕ. Çак çитменлĕх уйрăмах тин кăна йĕркеленнĕ фермер хуçалăхĕсенче лайăх курăнать. Вĕсем чылай чух пусă çаврăнăш мĕнне те, картограммăсемпе усă курмаллине те пĕлмеççĕ пулĕ тесе шутлатăп. Вĕсен юратнă ял хуçалăх культурисем – тулă тата урпа.
Нумаях та пулмасть, эпир ĕçленĕ вăхăтра, пусă çаврăнăшĕсене çирĕп пăхăнса, органикăллă тата минераллă удобренисемпе карторграммăсем тăрăх пăхса тĕрĕс пĕлсе усă куратчĕç. Çĕр пулăхлăхне ÿстерсе пырасси пирки тимлесе ыйтатчĕç. Ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем вырăнсене тухса яланах кирлĕ сĕнÿсем вăхăтра паратчĕç. Агрономи наукине пăсса ĕçлекенсене çийĕнчех вырăна лартатчĕç. Паян вара районта та, ытти тĕрлĕ шайра та мĕн чухлĕ çĕнĕрен чиновник! Кам кăна çук пулĕ вĕсен йышĕнче; Унчченхи вăхăтра чиновниксем ытларах сĕнÿсем парса пулăшнă пулсан, паянхисем укçа сăптăраканнисем пулса тăчĕç: укçасăр пĕр хут татăкки те илейместĕн!
Пирĕн районти ял хуçалăхĕ аталаннисен шутне кĕрет. Апла пулин те Муркаш енре ял хуçалăх управленийĕ çук. Çакă вăл пирĕн çĕр-шывра ял хуçалăхĕ çине мĕнле пăхнине тата пирĕн районта ял хуçалăхĕ мĕнле шайра пулнине пĕлтерет тесе шутлатăп.
Хресченĕн уй-хирте ĕçленĕ чухне пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçлесси тĕп вырăнта пулмалла. Пусă çаврăнăшĕ – ял хуçалăх культурисене уй-хирти лаптăксем çинче çулсерен наука вĕрентнĕ пек ылмаштарни. Çак ылмашу органикăллă тата минераллă удобренисемпе тĕрĕс усă курса, суха ĕçĕсене агротехника ыйтнине пăхăнса тĕрĕс пурнăçласа пынипе çирĕпленмелле.
Çакăн пек туса пыни, е пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнни кăна, çĕр пулăхлăхне ÿстернипе пĕрлех çум курăкĕпе, сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа тата тĕрлĕрен чир-чĕрпе эффективлă кĕрешме май парать. Фермер-и вăл е ял хуçалăх предприятийĕ, е çĕр çинче ĕçлекен ытти харпăрлăх формиллĕ организаци – пурин те пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçлесси саккун вырăнĕнче пулмалла.
Пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнса ĕçлемесен епле-ха çĕр пулăхлăхне сыхласа хăварма тата ÿстерме пулать; Паллах майĕ çук. Хальхи вăхăтра фермерсем кăна мар, сыхланса юлнă ял хуçалăх предприятийĕсен ытларах пайĕ те пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçлемест. Вĕсем ытларах пĕрчĕллĕ культурăсем çеç акса-туса илеççĕ. Пăрçа йышши тата пропашной культурăсен лаптăкĕсем çулсерен чакса пыраççĕ. Органикăллă удобренисем пирки калас та килмест. Енчен те хăй çитĕнтернĕ ял хуçалăх культурисене выльăх-чĕрлĕх витĕр кăларса ытларах тупăш илессишĕн тăрăшмасть пулсан, хăй усă куракан çĕрсене органикăллă удобренисемпе апатлантармасть пулсан мĕнле фермер-ха вăл; Çак ĕçсене вăхăтра пурнăçламанни çĕр пулăхлăхне çаратни пулать вĕт-ха!
Кăшт маларах вăхăтра çулсерен районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче 3–4 пин гектар çинче йÿçек çĕрсене извеçлеттĕмĕр, пиншер гектара фосфор çăнăхĕ сапса хăвараттăмăр. Хĕл кунĕсенче компост тума Атăл урлă торф турттараттăмăр. Патшалăхăн çаксене пурнăçлама укçа та пурччĕ. Ĕçленине кура ял хуçалăх культурисен тухăçĕ те çултан-çул ÿссе кăна пыратчĕ. Çакăнпа пĕрлех çĕр пулăхлăхĕн кăтартăвĕсем лайăхланни те куç кĕретчĕ. Халĕ вара ним валли те укçа çук. Апла пулин те миллиардерсемпе миллионерсен шучĕ çулсерен ÿссе кăна пырать. Çакна мĕнле ăнланмалла-ха;
Манăн пĕр тĕслĕх илсе кăтартас килет. 1909 çулта Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Козьмодемьянск уездĕнче пирĕн район территорийĕнчи Калайкассипе Çеçмер ялĕсем хушшинче Чăваш çĕр-шывĕнчи пĕрремĕш опытлă уй уçнă. Çак лаптăкăн ячĕ те Козьмодемьянск уйĕ ятлă пулнă. Асăннă сăнавлă лаптăк 40 теçеттин йышăннă. Унта виçĕ çын ĕçленĕ. Вĕсене патшалăх укçа парса тытса тăнă. Кунта тĕрлĕрен сăнавсем, опытсем ирттернĕ. Ăна пурнăçлакансем агрономи наукине аталантарас тесе кăсăкланни паллă. Çĕр çул каяллах сăнавлă майсемпе пусă çаврăнăшне пăсса пĕрчĕллĕ культурăсем ытларах акса туса илни çĕр пулăхлăхне пĕтерсе пыни пулнине палăртнă. Эпир вара паянхи кун та кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тума е тăн çитерейместпĕр, е паянхи кунпа çеç пурăнатпăр. Уйрăмах фермерсем.
Хăй вăхăтĕнче тĕрлĕрен пусă çаврăнăшĕпе усă кураттăмăр. Вĕсен шутĕнче: уй-хирти, фермăсем çывăхĕнчи, эрозипе кĕрешмелли т. ыт. те. Эрозипе кĕрешес ĕçре усă куракан пусă çаврăнăшĕ пирĕн çĕрсене шыв-шур çурса каясран сыхлатчĕ, тавралăха илемлететчĕ. Шел пулин те çак ĕç те халĕ манăçа тухрĕ.
Юлашкинчен манăн çапла калас килет. Тивĕçлĕ органсен çĕр çинче вăй хуракансенчен агрономи наукине пăхăнса ĕçлесси пирки çирĕпрех ыйтмалла. Çĕре аннепе танлаштаратпăр пулсан сăмахпа мар, ĕçпе хĕрхенесчĕ те юратасчĕ ăна. Çĕр вăл – пирĕн пуянлăх. Ăна пулас ăрусем валли те упраса хăварасчĕ.
П. ВОРОБЬЕВ.
Мăн Сĕнтĕр сали.