04 апреля 2012 г.
Ирĕке кайнă вут-çулăм шелсĕр. Вăл туххăмрах хăй хыççăн шĕл кăвар хăварса пурăнмалли çурт-йĕре, хушма хуралтăсене, пурлăха илсе тухса каять. Унран та ытларах инкек вăл – пушарта çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни. Халĕ калани кашниншĕнех паллă, анчах пушар хуралĕнче тăракансем час-часах пулăшăва васкани çынсем хăйсем нумай чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни çинчен калаççĕ. Пĕтĕмĕшле лару-тăру пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки калать. Апла пулин те...
Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче службăра тăракансем кирек хăш вăхăтра та пуç çĕкленĕ пушарпа кĕрешме хатĕр. Çак тимлĕх хăйсеннипе пĕрлех халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ объекчĕсенче те çÿллĕ шайра пултăр тесе пушарнăйсем час-часах унта е кунта вĕрентÿсем ирттереççĕ.
Акă пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирлесех пушарнăйсем Муркаш чиркĕвĕнче çывхаракан Мăн кун уявĕнче «хĕрлĕ автанран» сыхланассипе анлă вĕрентÿ ирттерчĕç. Пушарнăйсем вĕрентÿре чиркÿре ĕçлекенсене инкек сиксе тухас пулсан мĕн тата мĕнле йышăнусем тумаллипе, пушара сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе епле усă курмаллипе паллаштарчĕç.
Пушарнăйсем условнăй пушара епле сÿнтернипе тата инкек тÿсекене çăлассипе туса ирттерекен ĕçсемпе ăнланмалла паллаштарчĕç.
А. БЕЛОВ.