Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алă усса лармаççĕ

04 апреля 2012 г.

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенчи обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен пĕрлехи кунĕ иртрĕ. Район администрацийĕн ответлă специалисчĕсем çак кун кашни хуçалăхри фермăнах çитсе курма тăрăшрĕç. Пĕтĕмлетсе çапла калама пулать: пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем паян выльăх апачĕ çуккипе аптăрамаççĕ, анчах хăш-пĕр хуçалăхсенче ĕçлекенсем çуккин ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Тĕслĕхрен, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхăн Çурлатринчи ĕне ферминче паян ферма заведующийĕ çукки, ĕне сăвакансемпе пăру пăхакансем çитменни, хуçалăхра зоотехник çукки – тĕреклĕ аталану çулĕ çинчи хăйне евĕр чăрмав. Кунпа пĕрлех фермăра санитари ыйтăвĕпе кая юлмасăр ĕçлемелли те пайтах.

«Ударник» федераллă патшалăх унитарлă предприятийĕнче те обществăлла выльăх-чĕрлĕх апачĕ çителĕклĕ. Фермăсенче ĕçлекенсем çитсе пынăран тата специалистсем хăйсен ответлăхне туйнăран сарайсенче санитари лару-тăрăвĕ лайăх. Паян кашни фермăрах сарайсем таврашĕнчи тата витесен çивиттийĕсенчи юра тасатассипе ĕçлеме пуçланă.

Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тĕлĕшпе те район администрацийĕн ответлă специалисчĕсен пăшăрхану çук. Кунта паян ĕне пуçне 17 килограмм сĕт сăваççĕ. Продуктивлăха çак шайра тытса пыма рациона пăхăнса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунти ĕнесен рационĕнче паян концентрачĕ те, сенажĕпе утти те, ытти хушма апат та çителĕклех. Ферма ĕçченĕсем пĕрле пулса çурхи шыв-шура хатĕрленеççĕ.

Ĕçсем майĕпен пыраççĕ пулин те 2 кун тислĕк тухманни Чапаев яч. хис. хуçалăхăн Отарккăри ĕне ферминчи пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке пăсрĕ. Çав вăхăтрах Ильич яч. хис. хуçалăхăн Уйкас Янасалти ĕне ферминче пĕр-ик кун каялла çеç апат валеçекен çĕнĕ трактор ĕçлеме пуçланă. Юсавçăсен бригади хĕл кунĕсенчех ĕнесем валли апатлану сĕтелĕ тума пуçлани те кунта ыранхи кунпа пурăнни пирки калать.

Выльăхсене хĕл каçарассипе хыçа юлнă 5 уйăха тишкерсен кăçал «Герой», Ильич яч. хис., «Свобода», Суворов яч. хис., «Ударник», Чкалов яч. хис., «Путь Ильича» хуçалăхсем иртнĕ хĕл тапхăрĕнчинчен ăнăçлăрах ĕçлени курăнать. Вĕсемпе пĕрлех «Передовик» хуçалăхра та кăçалхи хĕл кунĕсенче аш-какай туса илессине çулталăк каяллахинчен 174,5 процент ÿстерме тăрăшулăх çитернĕ.

– Хамăр тăрăшулăх çумне патшалăх пулăшăвне хушсан аталану çулне алăран вĕçертместпĕрех. Пĕлтĕрхи çу кунĕсенче тăрăшсах выльăх апачĕ янтăларăмăр. Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме нумай сарайĕнче юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Хуçалăх ĕçченĕсем çакăнта алă усманни пире савăнтарать, – терĕ ăратлă выльăх ĕрчетессипе специализациленекен «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕ-заводăн ертÿçи В. Ананьев.

...Кашнийĕнех хăйĕн ыйтăвĕсем, ĕмĕчĕсем. Вĕсене вара пĕрле пулсан çеç татса пама май пуррине те хуçалăхсенче паян кашниех курса-пĕлсе тăрать.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика