Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпир ĕç-хĕл уççăнлăхне тивĕçтеретпĕр»

04 апреля 2012 г.

Район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пайĕ 1998 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче «çуралнă». Пай пуçлăхĕ Валерий Лаврентьев çине тăнипе республикăра малтисенчен пĕри район сайтне йĕркеленĕ. Республикăра Интернетра районти 19 ял администрацийĕн тата шкулсен пĕрремĕш сайчĕсем кун çути курнă. 2002 çулта cap.ru порталĕнче Муркаш район администрацийĕн официаллă сайчĕ уçăлнă. Унта пĕрремĕш хыпара 2002 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнче вырнаçтарнă. Район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕпе В.Г. Лаврентьевпа тĕл пулнă май район администрацийĕн сайчĕн аталану тапхăрне сăнласа пама ыйтрăм:

– Официаллă сайта вырнаçтарнă пĕрремĕш хыпар халĕ те асра. Ку вăл район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕ çурт-йĕр фончĕн çурхи тĕрĕслевне тата 2002 çулта капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме титул списокĕ хатĕрлеме тытăннипе çыхăннă хыпарччĕ.

Районăн официаллă сайчĕ ерипен аталанса пычĕ. 2006 çулта порталта 16 ял тăрăхĕн сайтне йĕркелерĕмĕр. Паянхи куна район порталĕ районти 130 предприятипе организаци сайтне пĕрлештерсе тăрать. Пай сотрудникĕсем çак сайтсене йĕркелекенсене вĕçĕмех техникăлла тата методика тĕлĕшĕнчен пулăшу параççĕ.

Иртнĕ 10 çул хушшинче Муркаш районĕн официаллă сайчĕ хăйĕн сăн-сăпачĕ тата шалти тытăмĕ енĕпе те чылай енчен улшăнчĕ. Сайта вырнаçтаракан хыпарсемпе паллашас текенсем сахал мар. Чылайăшĕ районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе, культура тата спорт хыпарĕсемпе интересленет. Район администрацийĕн ĕç-хĕлне çутатнă май нумай информацисемпе пĕрле фотоматериалсем вырнаçтаратпăр. Çапла вара уйрăм самантсем пирки вуласа пĕлме кăна мар, куçпа курса паллашма та май пур.

2009 çултанпа пирĕн пай видеофильмсем те ÿкерме пуçăнчĕ. Унта иртсе пыракан çулталăкри уйрăмах пĕлтерĕшлĕ событисем пирки каласа паратпăр. 2010 çулта пуçласа порталта «Видеохыпарсем» ятпа çĕнĕ пай йĕркелерĕмĕр.

Районăн официаллă сайчĕ республикăра лайăххисен шутĕнче. 2011 çул итогĕсемпе районсемпе хуласен официаллă сайчĕсем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнма пултартăмăр. Çакна чи малтанах район администрацийĕн пайĕсемпе службисен информатизацишĕн ответлă пулса тăракан нумай специалисчĕсен кулленхи ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтармалла.

Район сайтĕнче райадминистраци ĕç-хĕлне уççăн кăтартма тăрăшатпăр. Сайтра официаллă информацие кашни сехетре çĕнетсе тăратпăр. Район администрацийĕн сайтĕнче вырнаçтарнă информацисемпе районти тата республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем те час-часах усă кураççĕ.

Сайта кĕрекенсене унăн дизайнĕ те илĕртет. Унпа паллашакансен шутĕнче хамăр çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансем кăна мар, ют çĕр-шывсенче пурăнакансем те сахал мар. Уйăхсерен районăн официаллă сайтне 80–120 пин çын кĕрет.

Муниципаллă управленишĕн информаципе коммуникаци технологийĕсене пурнăçа кĕртнин пĕлтерĕшĕ çултан-çул пысăкрах та пысăкрах. 2011 çулта, тĕпрен илсен, эпир электронлă услугăсем парассипе, патшалăх тата муниципаллă услугăсем парасси пирки сайтра информаци вырнаçтарассипе çыхăннă ĕçсен пĕрремĕш тапхăрне вĕçлерĕмĕр темелле. Çывăх вăхăтрах çынсем влаç органĕ е уйрăм гражданин ку услугăна мĕнле пурнăçлани пирки информацие влаç органне пымасăрах тĕрĕслесе тăма, портал урлă патшалăх услугипе усă курма пултарĕç.

Малашлăхри пирĕн задача – çыхăну каналĕсен пахалăхне май пур таран лайăхлатасси, ялсенчи АТС-сем таран оптоволоконнăй линисем ĕçе кĕртесси, Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте пурăнакансен çурчĕсем патне çити оптоволоконнăй кабель сетне йĕркелесси, район территорийĕнче цифрăллă телевидение йĕркелеме пулăшасси, районти Интернет телевиденине тăвасси, районти пур бюджет учрежденийĕсенче те канцелярипе çыру ĕçĕсене электронлă майпа пурнăçлассине ĕçе кĕртесси. Мĕн палăртнине пурнăçа кĕртме пирĕн майсем çук мар.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика