04 апреля 2012 г.
Çар ретĕнче службăра пуласси – Раççей Федерацийĕн кашни гражданинĕн Конституци тивĕçĕ тата хисеплĕ чысĕ. ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсенчи пайĕ службăран таврăннă тата халĕ запасри граждансене контрактпа çар службине кайма илесси пирки пĕлтерет.
Кандидатсене чи малтанах Центральнăй çар округĕн çар чаçĕсене тата Таджикистан Республикинчи 201-мĕш çар базине службăна яраççĕ. Центрти çар округĕнче çак вырăнсенче службăра пулма тивет: Тольяти хули, Самара облаçĕнчи Рощинский поселок, Екатеринбург, Новосибирск, Челябинск облаçĕнчи Чебаркуль, Абакан хулисем; ВДВ çар чаçĕсем Ульяновск, Иваново, Тула, Псков, Ставрополь хулисенче вырнаçнă.
Казарма общежитийĕсенче пурăнмалла, çемьеллисене служба хваттерĕпе тивĕçтереççĕ. Ценральнăй çар округĕн çар чаçĕсенче службăра тăракансем уйăхне 18 пин тенкĕрен, Таджикистан Республикинче 28 пин тенкĕрен кая мар шалу илеççĕ.
Чи малтанах «С», «Д», «Е» категорисем пур водительсене йышăнаççĕ. Ĕç стажĕ 1 çултан кая мар тата службăна кайма сывлăх тивĕçтерни кирлĕ. Водитель удостоверенийĕ çуккисене çар специальноçĕсемпе Таджикистан Республикинчи 201-мĕш çар базине службăна илеççĕ. 1 уйăх службăра пулни 3 уйăх шутне кĕрет. Çакă вăл пулас пенси калăпăшĕ çине витĕм кÿрет.
МВД, МЧС, ФСБ çар чаçĕсене те службăна кайма пулать.
Кандидатсем тĕлĕшпе требованисем çакăн пек:
– 30 çултан аслă мар;
– «С», «Д», «Е» категориллĕ водитель удостоверенийĕ пурри;
– çар службине кайма сывлăх тивĕçтерни;
– судпа айăпланманни.
Контрактпа çар службинче пулма РФ Оборона министерствин вĕренÿ çар заведенийĕсенче сержантсемпе старшинасене вĕрентсе хатĕрлессине йĕркеленĕ. Кандидатсене 2012 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕччен суйласа илеççĕ. 2 çул та 10 уйăх вĕренмелле. 3 хут тÿлевсĕр апатлантараççĕ, пурăнма вырăн тупса параççĕ, тумтирпе тивĕçтереççĕ, уйăхне 15 пин тенкĕ таран стипенди тÿлеççĕ.
Вĕренме кĕрес текенсем валли требованисем:
– 24 çултан аслă мар;
– 11 класс вĕренсе пĕтерсе вăтам пĕлÿ илни (ЕГЭ тытни);
– сывлăх тĕлĕшпе службăна кайма юрăхли;
– судпа айăпланманни;
– административлă майпа айăпланманни.
Контрактпа службăна кайма е вĕренме кĕме кăмăл пуррисене ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсенчи пайĕнче кĕтетпĕр (16, 17/2, 15/1, 12 " кабинетсем). Тел.: (8-835-41); 62-1-89; 62-7-01.
А. КОЧУРОВ,
ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсенчи пайĕн пуçлăхĕ.