Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевлĕ программăна хутшăнма

04 апреля 2012 г.

Раççей Федерацийĕнчи пекех Чăваш Енре те ял хуçалăх аталанăвĕ çине тимлĕрех пăхма пуçлани сисĕнет. Çакă çĕр-шыв пуласлăхĕ пулни пирки иккĕленÿ çук. Çавăнпа та хресченсем çĕр-шыв ертÿçисем çул паракан çĕнĕлĕхсене алла илессипе çанă тавăрсах тăрăшаççĕ. Акă юлашки вăхăтра çĕр ĕç ведомствинчи «Ĕç пуçаракан фермерсене патшалăх пулăшăвĕ парасси» тĕллевлĕ программа пирки калаçу нумай пырать.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви «Ĕç пуçаракан фермерсене 2012–2014 çулсенче патшалăх пулăшăвĕ парасси» тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртме ирттерекен конкурса документсем тăратассине пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 26-мĕшĕччен çирĕплетнĕччĕ. Çавна май документсене конкурса маларах тăратнисен çĕнĕрен регистрациленмелли пирки пĕлтереççĕ.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика