04 апреля 2012 г.
Иртнĕ эрнере районти «Чи лайăх класс ертÿçи» тата хушма пĕлÿ паракан педагогсен ăсталăх конкурсĕсен çĕнтерÿçисене палăртрĕç.
Кирек епле конкурс та унта хутшăнакансене тĕрлĕ енлĕ хаклама май парать. Кунпа пĕрлех çĕнĕ вăй-хăват парнелет, ĕçе ырă улшăнусем кĕртме хистет. Асăннă конкурссенче кашни вĕрентекен хăйĕн ĕç программипе, ăсталăхĕпе тĕрлĕ енлĕн паллаштарчĕ.
«Чи лайăх класс ертÿçи» конкурсра çĕнтерÿçĕсене вĕрентекен хăш сыпăкри класпа ĕçленине кура палăртрĕç. Республика шайĕнче Муркаш районĕн чысне вара çаксем хÿтĕлĕç: Нискассинчи вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Полина Петровна Кожевникова, Чуманкассинчи вăтам шкулта ĕçлекен Валентина Геннадьевна Васильева (вăтам сыпăк) тата Москакассинчи вăтам шкулта ĕçлекен Елена Мефодьевна Захарова (аслă сыпăк).
Хушма пĕлÿ паракан педагогсен ăсталăх конкурсĕнче Çамрăк техниксен станцийĕнче, ача-пăча пултарулăх çуртĕнче тата Шурчари тĕп шкулта вăй хуракан педагогсем пурĕ 13-ĕн хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсем хатĕрленĕ куравсемпе паллаштарчĕç, килти ĕçе те ăста кăтартса пачĕç. Жюри палăртнă тăрăх çĕнтерÿçĕ ятне Альбина Юрьевна Герасимова (Çамрăк техниксен станцийĕ) тивĕçрĕ.
Хамăр инф.