Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туберкулезран асăрханмалла

04 апреля 2012 г.

Мартăн 24-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче Туберкулеза хирĕç кĕрешмелли куна паллă турĕ. Çак кун пулни пире пурне те туберкулез чирĕн хăрушлăхĕ пирки тепĕр хут аса илтерет. Социаллă хăрушă чире сарăлма парас мар тесе кашни çулах Туберкулеза хирĕç кĕрешмелли кунччен маларах, мартăн 20-мĕшĕнче, «Шурă ромашка» акци пуçланать. Ку кăçал та çаплах. Акци пĕр уйăх пырать.

Тĕнче питĕ хăвăрт аталанать: нанотехнологи, компьютер, модернизаци... Апла пулин те туберкулез чирĕн хăрушлăхĕ чакмасть. Çапах та ăна хирĕç кĕрешессинче çĕр-шывра кăна мар, пирĕн республикăра та ырă утăмсем тăваççĕ.

Акă акци пуçланас умĕн эпир, республикăри фтизиатрсем, конференцие пухăнса калаçрăмăр. Унта çак хăрушă чирпе вилесси пирĕн республикăра икĕ хут чакнине палăртрĕç. Кунсăр пуçне туберкулезпа чирлесси, чир сарăлнă тĕслĕхсем сахалланнине те каларĕç.

Пирĕн районта ку тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех-ха; Иртнĕ çулталăкра туберкулезпа чирленĕрен вилни тата чире шала кайнă хыççăн тин тупса палăртнă тĕслĕхсем пулман, вăхăтра тупса палăртнă. Чир пуррине çĕнĕрен палăртнă тĕслĕхсем те малтанхинчен сахалрах.

Çынсем флюорографи тĕрĕслевне вăхăтра ирттересси паян вара тĕп ыйту пулса тăрать. Мĕншĕн тесен çак тĕрĕслев чир паллисене тÿрех тупса палăртма май парать. Çавăнпа та кашни çыннăн çулталăкра пĕрре флюорографи тĕрĕслевне тумаллах. Аякри вырăнсене ĕçлеме тухса çÿрекенсене хăйсен сывлăхĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма ыйтас килет. Тĕрлĕ лару-тăрура пурăнма, ĕçлеме тивет вĕсен. Апла пулсан флюорографи кабинетне килсе тĕрĕсленни ытлашши пулмасть.

Ватă çынсене те флюорографи тĕрĕслевĕ тума Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти больницăсене (шăмат кунсенче те ĕçлеççĕ) килме ыйтса калатпăр. Пĕччен пурăнакансене вара медицина ĕçченĕсем те, вĕсен тăванĕсем те, кÿршисем те тимлĕх уйăрасса шанас килет.

Чире вăхăтра тупса палăртни, апла пулсан вăхăтра сиплеме тытăнни пуриншĕн те лайăх кăна. Чир хăрушлăхĕ пирки нумайăшĕ пĕлет. Апла пулин те хаçатăн çитес номерĕсенче туберкулез пирки тĕплĕнрех калаçăпăр.

О. Михайлова,

фтизиатр врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика