Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечек хитре, анчах…

31 марта 2012 г.

Чечек – çут çанталăк парни, кăмăла çĕклекен тата тавралăха хăт кĕртекен илем. Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех ялти килти хушма хуçалăхрах кил хуçи арăмĕсен тăрăшулăхĕпе сад-пахчасенче вуншар-çĕршер чечек илемĕпе савăнма пулать. Нумайăшĕ хăйсен ĕç вăрттăнлăхĕсене ыттисене те уçса параççĕ. Маçтăрсем çу каçнă чечексене хĕлле чÿрече анине кĕртсе иккĕмĕш пурнăç пани те час-часах тĕл пулать. Ялта пурăнакансем илемшĕн тăрăшнине мухтамалла кăна. Анчах куçа йăмăхтаракан илемре пысăк сиен кÿме пултаракан хурт-кăпшанкă та пытанма пултарать. Çакăн çинчен паян пирĕн вулакансене Раççейри ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕсем аса илтереççĕ.

Кăçал Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тĕлĕнче асăннă ведомство специалисчĕсем Шупашкарти пĕр лавккара ют çĕр-шывран Мускав урлă илсе килнĕ кĕл чечек партине тĕрĕсленĕ те пирĕн тăрăхшăн ют нăрă тупса палăртнă. Лаборатори тĕпчевĕсем вăл Калифорни чечекĕн трипсĕ пулнине çирĕплетнĕ. Çак тупсăм нумай ыйтусем çуратрĕ. Пĕрремĕш пулчĕ-и-ха вăл; Çук.

Пĕлтĕр çакăн йышши кăпшанкăна пирĕн специалистсем Çĕнĕ Шупашкарта «Ольдеевская» агрофирма» АХО территорийĕнче вырнаçнă лавккара асăрханăччĕ. Ун чухне те, ку хутĕнчи пекех, инçетри сăтăрçă тапăннă ÿсен-тăран партине тĕп тума тиврĕ. Мĕншĕн тесен çак нăрă хăвăрт сарăлнипе палăрать. Вăл 250 тĕрлĕ ÿсен-тăран сĕткенĕпе тăранса пурăнма пултарать. Трипс сиенленĕ чечек илемне çухатать кăна мар, унăн папки татăлса ÿкет, ÿсен-тăран майĕпен хăрса пĕтет. Сăтăрçă ерсен çимĕç паракан культурăсен тухăçĕ те самаях чакать. Кунсăр пуçне вăл хăрушă вируссене те сарать.

Трипс Раççей Федерацийĕнче вырăн-вырăнпа тĕл пулать. Пирĕн тăрăха вăл лартмалли материалпа, чÿлмекри ÿсен-тăранпа тата чĕрĕ пахча çимĕçпе килме пултарать. Уйрăмах вăл теплицăллă хуçалăхсемшĕн хăрушă. Сивĕрен е тата ытти япăх условисенчен хÿтĕленĕ йăрансем çинче те вăл хăвăрт аталанма пултарать.

Патшалăх инспекторĕ Вероника Еремеева палăртнă тăрăх Чăваш Енре ют çĕр-шыв – Нидерланди, Франци, Польша, Израиль, Итали – чечекĕсене нумай сутаççĕ. Çавăнпа та чечек туянакансен те, унпа сутă тăвакансен те тимлĕ пулни пăсмасть. Мĕншĕн тесен çак çулпа пирĕн патра сиенлĕ кăпшанкă кăна мар, тĕрлĕ чир те вăй илме пултарать. Сăмахран, нумайăшĕ юратакан хризантема шурă тутăх чирне сисĕмлĕ. Ку чир нумай çĕрте тĕл пулни палнă: Японире, Китайра, Кăнтăр Африкăра, Европăра, Азире, Кăнтăр Америкăра, Çĕнĕ Зеландире. Раççее те çитнĕ вăл. Чир вучахĕсене Тамбов, Иркутск облаçĕсенче, Краснодар, Алтай, Приморье крайĕсенче тупса палăртнă.

Чирлĕ чечексен çулçисем çинче чи малтанах çутă симĕс е шупка сарă паллăсем курăнма пуçлаççĕ. Вĕсем типме тытăнсан ĕннĕ пек туйăнаççĕ. Чир аталаннă май тунисем те шар кураççĕ. Уйрăмах теплицăри чечексем ку чирпе хăвăрт пĕтеççĕ. Чир ăшă та нÿрĕ çанталăкра, чечексен çăралăхне кура сарăлать. Вăхăтра тивĕçлĕ мерăсем йышăнмасан вăл теплицăри чечексен 80 процентне пĕтерме пултарать.

Çавăнпа та специалистсем пÿлĕмре хризантема лартас шухăшлисене сывă калча çеç туянма сĕнеççĕ. Вĕсемех фосфор-кали им-çамĕсем тутăхпа тата ытти чирпе кĕрешме пулăшнине палăртаççĕ. Чир паллисем пулсанах вăл ернĕ ÿсен-тăранран хăтăлмалла.

Тăпрара азот ытлашши пулни вара чечексем таврашĕнче кăмпа чирĕсене аталанма май парать.

Чир паллисене асăрхасанах пире пĕлтерсен аван. Специалистсем çийĕнчех вырăна тухса чирпе мĕнле кĕрешмеллине палăртĕç. Ăна сарăлма парас мар тесе кирлĕ ĕçсем туса ирттерĕç.

Н. ВАСИЛЬЕВА, Раççейри ял хуçалăх надзорĕн ЧР управленийĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика