Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашсен – 18 медаль!

31 марта 2012 г.

«Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акци вăхăтĕнче (вăл майăн 1-мĕшĕчченех пырать) В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн Муркаш, Çатракасси тата Очăкасси уйрăмĕсенчи спортсменсем Туçи Çармăс районĕн уçă ăмăртăвне хутшăнчĕç. Ачасене вĕсен тренерĕсем И. Смирнов, Н. Скворцов тата Н. Степанов хавхалантарса тăчĕç. Пирĕн çамрăк спортсменсем пурĕ 18 медаль çĕнсе илчĕç.

Çĕнтерÿçĕ ятне Анастасия Барминова, Сергей Павлов, Стас Степанов, Наталья Кольцова (Çатракасси уйрăмĕ), Алексей Трофимов, Анна Пушкова (Муркаш) тата Сергей Васильев тивĕçрĕç. Валера Борисов (Çатракасси), Светлана Иванова, Анжела Федорова, Арина Иванова, Сергей Белов (Муркаш) тата Ирина Замятина (Кашмаш) «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ. Виççĕмĕш вырăнсенче: Гена Васильев (Йÿçкасси), Стас Григорьев (Çатракасси), Галина Михайлова, Анна Милютина (Муркаш) тата Леонид Трофимов.

Çакăн чухлĕ ачана хаваслă туйăм парнелерĕ спорт ăмăртăвĕ. Унта çитсе килме вара вĕсене Александр Валерьянович Иванов пулăшрĕ. Ăна пысăк тав.

А. Петров,

спорт шкулĕн завучĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика