31 марта 2012 г.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пенси, федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансене уйăхсерен укçан паракан тÿлевсен тата социаллă пакет виçисем ÿсеççĕ.
Пур йышши пенси виçисем те ÿсеççĕ. Вăл шутра:
– ватлăха, инвалида тухнине тата çемьере тăрантаракана çухатнипе паракан ĕç пенсийĕн страхлакан пайĕ 3,41 процент ÿсет (2012 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕç пенсийĕсене 7 процент индексациленĕ пулнă);
– патшалăх пенсийĕсем (социаллă пенси, вăрçă инваличĕсемпе участникĕсене, вилнĕ çар çыннисен ашшĕ-амăшне паракан иккĕмĕш пенси, ытти йышши пенси) 14,1 процент ÿсет.
Малтан шутласа пăхнă тăрăх, апрельте пенсисене ÿстернипе ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕн вăтам виçи Чăваш Республикипе 300 тенкĕ пысăкланать, 8775 тенкĕпе танлашать. Ку вăл республикăра пенсионера пурăнма кирлĕ минимумран (4169 тенкĕ) 2,1 хут пысăкрах. 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕн вăтам виçи 7934 тенкĕпе танлашнă. Районĕпе асăннă пенсин вăтам виçи 273 тенкĕ ÿсет, 7719,52 тенкĕпе танлашать.
Социаллă пенсисен вăтам виçи 630 тенкĕ ÿсмелле, 5140 тенкĕпе танлашмалла (кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 4510 тенкĕ пулнă). Районĕпе вара социаллă пенси виçи вăтамран 640 тенкĕ пысăкланать, 5261,19 тенкĕпе танлашать.
Чăваш Республикинче 343,9 пин пенсионерăн пурин те пенси виçи ÿсет. Вăл шутра ватлăха, инвалида тухнипе тата çемьере тăрантаракана çухатнипе паракан пенси илсе тăракан 316,2 пин, патшалăх пенсине илсе тăракан 27,7 пин çыннăн та. Пирĕн районпа илсен 9943 пенсионерăн пенси пысăкланать. Вăл шутра ĕç пенсийĕ илсе тăракан 9037 тата патшалăх песнийĕ илсе тăракан 906 çыннăн.
Çапла вара пенсионерсен пурнăç шайне лайăхлатас тĕллевпе пенси виçисене ÿстернипе пенси тÿлеме каякан тăкаксем республикипе уйăхне 111 миллион тенкĕ ÿсеççĕ. Çулталăкĕпе çавна валли 1 миллиард тенкĕ хушма укçа-тенкĕ уйăрма тивет. Районĕпе уйăхсерен пенси тÿлеме уйăракан укçа-тенкĕ виçи 3 миллион тенкĕ ÿсет.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансене уйăхсерен укçан паракан тÿлевсен, çавăн пекех соцпакет виçи 6 процент ÿсет. Çав тĕллевпе малашне уйăхсерен республикипе 11,5 миллион тенкĕ, çулталăк вĕçлениччен 103 миллион тенкĕ ытларах укçа тăкакланать.
Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен соцпакет хакĕ апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса уйăхне 795 тенкĕ те 88 пус пулать. Вăл шутран эмел пайĕ – 613 тенкĕ, санаторипе курорт пайĕ – 94 тенкĕ те 83 пус, транспорт пайĕ (хула тулашĕнчи поездпа тÿлевсĕр çÿресси, санаторие çул укçи тÿлемесĕр кайса килесси) – 88 тенкĕ те 5 пус.
Чăваш Республикинче федераллă çăмăллăхсемпе усă куракан 112 пин çын уйăхсерен паракан укçа тÿлевĕ илсе тăрать. Вĕсенчен ытларахăшĕ (91 пин çын) – инвалидсем. Районĕпе федераллă çăмăллăхсемпе 3091 çын усă курать, вăл шутра инвалидсем – 2271 çын. Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансем шутне çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем, ытти çапăçусене хутшăннисем тата вилнĕ салтаксен мăшăрĕсем, радиаци катастрофисене пĕтерме хутшăннисем тата граждансен ытти категорийĕсем кĕреççĕ.
Н. СЕМЕНОВА,
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ.